Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
17 Мартӑн , 10:41

Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта ашшӗ-амӑшӗн лекторийӗ иртнӗ

Ашшӗ-амӑшӗпе калаҫни усӑллӑ та тухӑҫлӑ пулнă.

Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта ашшӗ-амӑшӗн лекторийӗ иртнӗ
Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта ашшӗ-амӑшӗн лекторийӗ иртнӗ


Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта "Çемьепе шкул вӑй хунине сывӑ та ӑнӑҫлӑ пуласлӑха йӗркелес ӗҫе координацилесси" ашшӗ-амӑшӗн лекторийӗ иртнӗ.
Пухура чи малтан тухса каланӑ хӑна "ДЕЛЬТА" ҫӗвӗ предприятийӗн директорӗ Кузьмина Светлана Геннадьевна пулнă. Вӑл ашшӗ-амӑшне предприятин малашлӑх лайӑх енӗсем ҫинчен, предприяти пулас вӗренсе тухакансем валли сӗнÿсем ҫинчен каласа панă.
Ҫакӑн хыҫҫӑн "Ҫемье" центр психологӗ Мария Васильевна Коробейникова тухса каланӑ. Вӑл, психотипран тухса, ашшӗ-амӑшне ачасемпе мӗнле ҫыхӑну тытмалли уйрӑмлӑхсем ҫинчен каласа панӑ. Психотипа палӑртма шкул психолог-педагогĕ З.Д. Гареева теста маларах ирттернӗ.
Социаллӑ педагог А.И. Иванов шкулта профилактика ӗҫӗ мӗнле иртни ҫинчен, ашшӗ-амӑшне сетьри хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗнче ҫутта кӑларни ҫинчен каласа панӑ.
Директорӑн воспитани ӗҫӗ енӗпе ӗҫлекен заместителӗ Е.В. Андреева ашшӗ-амӑшне ВПР тата "Ӑслӑ каникул" 8-11-мĕш классем валли лагерь пуласси ҫинчен каласа панӑ.
Ҫемьепе шкул пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлес ыйтупа директорăн ашшӗ-амӑшӗпе хутшӑнса ӗҫлекен заместителӗ А.Р. Хасанов тухса каланă.
Ашшӗ-амӑшӗпе калаҫни усӑллӑ та тухӑҫлӑ пулнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club210652587

 

 

Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта ашшӗ-амӑшӗн лекторийӗ иртнӗ
Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта ашшӗ-амӑшӗн лекторийӗ иртнӗ
Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта ашшӗ-амӑшӗн лекторийӗ иртнӗ
Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта ашшӗ-амӑшӗн лекторийӗ иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: