Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗ уҫӑ занятисен графикӗн ӗҫ планӗпе килӗшӳллӗн Зинаида Никитина методист тата Мария Кузгунова педагог Риф Шигапович Абзалов педагог патӗнче уҫӑ занятире Кунаккăлти шкул базинче иртекен "Ӑслӑ алӑсем", "Питĕ ăслă алӑсем" пӗрлешӗвӗсене пырса курнӑ.
Заняти темине палӑртнӑ - "Йывӑҫран геометриллĕ касасси", йывӑҫа илемлетсе касмалли меслетсемпе вӗренекенсене паллаштарас тӗллев лартнӑ.
Риф Шигапович теори енӗпе занятире ытти ӑнланусемпе пӗрлех геометри орнаменчӗн нумай енлӗ элеменчӗсем "ҫӗҫӗпе-косякпа" тулнине, ҫак ӗҫ меслечӗсем - ансат та ӑнланмалла пулнине аса илтернӗ: "хам ҫине", "хамран".
Педагог занятире хӑрушсӑрлӑх правилисене, материалсене перекетлесси, эстетика тата ӗҫ пахалӑхӗ ҫинчен аса илтернӗ.
Ачасем шкатулкӑсем малалла тунă. Занятире мӗн кирли пурте пур: тӗслӗхсем, эскизсем, хатӗрлевсем, инструментсем, ачасем ятарлӑ тумтир тăхăннă (халатсем, саппунсем).
Арҫын ачасемпе пӗрлех хӗрачасем те йывӑҫран касма тӑрӑшни савӑнтарать.
Заняти пӗтӗмлетӳпе мухтавпа тата, паллах, ӗҫ вырӑнне тирпейлессипе вӗҫленнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club144264663