Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
20 Мартӑн , 11:16

Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑхӗн центрӗнче уçă занятисем малалла пыраççĕ

Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑхӗн центрӗнче пӗрле ӗҫлекен педагогсен уҫӑ занятисен ярӑмӗ малалла пырать.

Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑхӗн центрӗнче  уçă занятисем малалла пыраççĕ
Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑхӗн центрӗнче уçă занятисем малалла пыраççĕ

Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑхӗн центрӗнче пӗрле ӗҫлекен педагогсен уҫӑ занятисен ярӑмӗ малалла пырать. И.Ю. Набиуллина директор тата З.Г. Никитина методист Сухоречкăри вăтам шкулти 5, 6-мĕш классенче вӗренекенсем çÿрекен И.И. Фаридонова педагогӑн "Хӑрушсӑрлӑх шкулӗ" ушкӑнӑн хушма пӗлӗвне пӗрлештермелли уҫӑ занятие ҫитсе курнӑ. Пӗтӗмлетекен заняти ирттернĕ, унта вӗренекенсем октябрьтен пуҫласа занятисенче илнӗ пӗлӗвӗсене, вĕренĕвĕсене, хӑнӑхӑвӗсене кӑтартнă. Ачасем икӗ ушкӑна пайланса 5-мĕш классем "Хӑяр", 6-мĕш классем "Ӑмӑрткайӑксем" вӑйӑ формипе тӗрлӗ заданисене пурнӑҫланӑ. Вӗсем медицинӑра лайӑх пӗлӳсемпе хӑнӑхусене, топографи карттисене вулама, кантрасем ҫыхма тата ӑс-хакӑл задачисене тавҫӑрса илме пӗлнине кӑтартнă. Кӑмӑл-туйӑмшӑн, интересшӗн тата хӗрӳлӗхшӗн тавтапуҫ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри ача-пӑча пултарулӑх центрӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club144264663

 

Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑхӗн центрӗнче  уçă занятисем малалла пыраççĕ
Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑхӗн центрӗнче  уçă занятисем малалла пыраççĕ
Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑхӗн центрӗнче  уçă занятисем малалла пыраççĕ
Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑхӗн центрӗнче  уçă занятисем малалла пыраççĕ
Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑхӗн центрӗнче уçă занятисем малалла пыраççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: