Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпÿлекри филиалӗнче вĕренекенсем районти хуҫалӑхсенче производство практикине иртеҫҫӗ.
Ҫуркунне ҫитсен, тӗрлӗ специальноҫсене программа курсӗпе килӗшӳллӗн, тӗрлӗ ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисемпе малтанах калаҫса татӑлнă тăрăх колледжра вӗренекенсем производство практикинче хуҫалӑхсенче ĕçлеççĕ. Вӗсем юсав ӗҫӗсене, юртан тасатма тата пулас уй-хир ӗҫӗсене прицеплӑ оборудовани хатӗрлеме хастар хутшӑнаҫҫӗ. Сӑмахран, тӑватӑ вӗренекен Пишпÿлек районӗнчи Киров ячӗллӗ СПКра Гостехнадзор инспекцийӗ ирттерекен республика семинарне кӑҫалхи ака уйӑхӗнче ирттерме демонстраци площадкине хатӗрлеме вӑйлӑ пулӑшаҫҫӗ. Виҫҫӗшӗ Ермекей районӗнчи пӗр хуҫалӑхра ӗҫлеҫҫӗ. Тепĕр виççĕшĕ иккӗмӗш эрне ĕнтӗ Александр Милютинӑн хресчен (фермер) хуҫалӑхӗнче Пăслăкра ӗҫлеҫҫӗ.
— Кӑҫал уй-хирти юр пӗлтӗрхи пекех, анчах КФХри сооруженисем ҫине темшӗн юр нумайрах хурса тултарчĕ, — тет хуҫалӑх пуҫлӑхӗ Александр Николаевич. — Юр тыткӑнӗнче сӳресем, сеялкӑсем тата культиваторсем пулчӗҫ. Пӗр сӑмахпа каласан, прицеплӑ механизмсемпе оборудованисем, ҫурт тӑррисем пурте юр айне пулнӑ. Вӗсене халех юртан хӑтармалла. Кунта Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпÿлекри филиалӗнче вӗренекенсем Саид Хабибрахманов, Кирилл Кириллов тата Инзиль Халиков пулӑшрӗҫ. Вӗсем склад ҫурчӗсен тăррисене тасатса пӗтернӗпе пӗрех. Халӗ машинӑпа трактор паркӗнче ударлӑ ӗҫлеççĕ. Палӑртнӑ задачӑна пурнӑҫлӗҫ, тесе шутлатӑп. Кашни кунах вӗсем пиншер тенкӗ илеҫҫӗ, мӗншӗн тесен хӑйсен ӗҫне вӗсем пахалӑхлӑ та хӑвӑрт тӑваҫҫӗ. Вӗсем пирӗн вырӑнти ачасем, мӗн ачаранпах ӗҫе хӑнӑхса ҫитнӗ. Пирӗн пенсионерсене улӑштарма шӑпах ҫавӑн пек ачасем ял хуҫалӑхне килессе шанатӑп.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.