Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
22 Мартӑн , 12:11

"Тимлĕр, ачасем!» акци

"Тимлĕр, ачасем!" акци шайĕнче Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта ҫурхи каникул умӗн ача-пӑча ҫул-йӗрпе транспорт травматизмне профилактикӑлас енӗпе мероприятисем йӗркеленӗ тата ирттернӗ.

"Тимлĕр, ачасем!» акци
"Тимлĕр, ачасем!» акци

Мартăн 18-мӗшӗнчен Пушкӑртстанра "Тимлӗр - ачасем!" акци стартланă, вăл апрелӗн 7-мӗшӗччен тӑсӑлать.
"Тимлĕр, ачасем!" акци шайĕнче Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта ҫурхи каникул умӗн ача-пӑча ҫул-йӗрпе транспорт травматизмне профилактикӑлас енӗпе мероприятисем йӗркеленӗ тата ирттернӗ.
Мартăн 21-мӗшӗнче шкулӑн 4-6-мĕш класӗсенче вӗренекен ачасем профилактика калаҫӑвне пухӑннă. ПР Пишпÿлек районӗнчи ОМВД полицийӗн лейтенанчӗ Максим Владимирович Вдовин шкул ачисене Пишпÿлек муниципалитет округӗн территорийӗнче ачасем хутшӑннипе ДТП статистикипе паллаштарнă, ҫул-йӗрпе транспорт инкекӗсен тӗп сӑлтавӗсене палӑртнă.
Шел пулин те, ачасенчен нумайӑшӗ ҫуран ҫынсем пулса хӑйсен ҫулне кӗскетеҫҫӗ, иртен-ҫӳрен чаҫӗ урлӑ каҫмалли ятарлӑ вырӑнсемпе усӑ курмаҫҫӗ, тротуар пур çĕрте автомобиль çÿрекен ҫул тӑрӑх утаҫҫӗ, час-часах велосипедпа иртсе ҫӳремелли правилӑсене пӑсаҫҫӗ.

#ПДД
#ЮИД
#ВниманиеДети
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club2106525

 

"Тимлĕр, ачасем!» акци
"Тимлĕр, ачасем!» акци
"Тимлĕр, ачасем!» акци
"Тимлĕр, ачасем!» акци
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: