-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн 4 «а» тата 4 «в» классенче вӗренекенсем математикӑпа интереслӗ КВН вӑййине пухӑннă. Мероприятие хутшӑнакансем цифрӑсем пур юмахсен тупсӑмĕсене, ребуссене, ваттисен сăмахĕсене тавҫӑрнă. Мероприяти пынӑ май шкул ачисем математикӑна пӗлнине кӑна мар, халиччен пулман заданисене те татса парас тӗлӗшпе тавҫӑрулӑха та, пултарулăха та, логикӑна та кӑтартнă. Математикӑпа КВН ӑнӑҫлӑ иртнĕ!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public210652587