Çутă çул
+6 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
1 Апрелӗн , 09:35

"Робостарт-2024" робототехникӑпа районти ӑмӑртусем пулса иртнӗ

1-мĕш вырӑна Хушăлкари вăтам шкулăн команди йышӑннӑ.

"Робостарт-2024" робототехникӑпа районти ӑмӑртусем пулса иртнӗ
"Робостарт-2024" робототехникӑпа районти ӑмӑртусем пулса иртнӗ

2024 ҫулхи пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта "Робостарт-2024" робототехникӑпа районти ӑмӑртусем пулса иртнӗ. Ӑмӑртӑва тăватă команда хутшӑннӑ: Пишпÿлекри 1-мĕш, 2-мĕш, 3-мĕш вăтам шкулсем тата Хушăлкари вăтам шкул.
Ӑмӑртӑва хутшӑнакансем пурте хӑйсен роботсен хӑйне евӗрлӗ моделӗсене, программӑсем тума пӗлнине, командӑра ӗҫлеме пӗлнине, ăмăртакана хисепленине кӑтартса тивӗҫлӗ тухса каланă. Ачасем техникӑпа инженери, математика ыйтӑвӗсене ӑс-тӑнпа тата вӑйӑ вӗрентӗвӗпе татса парса савӑннă.
1-мĕш вырӑна Хушăлкари вăтам шкулăн команди йышӑннӑ, 2-мĕш вырӑна Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкул команди илнĕ, 3-мĕш вырӑна Пишпÿлекри 1-мĕш тата 3-мĕш вăтам шкулсен командисем уйӑрнă.
Хушăлкари вăтам шкул командине Данил Васильевпа Георгий Сергеев кĕнĕ. Хутшăнакансене Хисеп хучĕсем парса наградӑланӑ, пурте лайӑх кӑмӑл-туйӑм зарячӗ илнӗ. Ачасене пултарулӑх решенийӗсемпе ҫӗнтерӳсем сунатпӑр!
Команда ертӳҫине Андрей Анатольевич Степанова тав тӑватпӑр.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public202011028

 

 

"Робостарт-2024" робототехникӑпа районти ӑмӑртусем пулса иртнӗ
"Робостарт-2024" робототехникӑпа районти ӑмӑртусем пулса иртнӗ
"Робостарт-2024" робототехникӑпа районти ӑмӑртусем пулса иртнӗ
"Робостарт-2024" робототехникӑпа районти ӑмӑртусем пулса иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: