Вӑтам шкултан вӗренсе тухакансемшӗн юлашки шӑнкӑрав янӑраман-ха, ЕГЭ 11-мĕш классенче вӗренекен каччăсемпе хӗрсен пуçĕсене минретмен. Акӑ, пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Хушăлкари вӑтам шкултан, пӗчӗк те кӑмӑллӑ хыпар. Кунта майӑн 14-мӗшӗнче вунпӗрмĕш класра вӗренекенсемшӗн "В" тата "С" категорири тракторист-машинист удостоверени илме экзамен пулнă. Ăна Пишпÿлек районӗнчи Гостехнадзор инспекцийӗн начальникӗ Эдуард Григорьев ирттернĕ.
— Шкул администрацийӗ экзамен пама тăватă заявка пачӗ, - тет Эдуард Михайлович. — Анчах экзаменсене виҫӗ качча çеç кӗртрĕмĕр: Николай Иванова, Виталий Тимофеева тата Рамзан Хайбунасова. Вӗсем икӗ ҫул тăршшĕ машиноведени курсне вӗреннӗ. Ачасене опытлӑ педагог - аслӑ категорири инженер Виктор Иванович Яковлев вӗрентнĕ. Малтан ҫамрӑксем билетсемпе теори панӑ. Ҫакӑ ытларах самоходнӑй машинӑсене "В" тата "С" категорисене хӑрушсӑр эксплуатацилемелли тата техника хатӗрӗсене, ҫул-йӗр правилисене йӗркелемелли требованисене пӗлӳ панине тĕрĕсленĕ. Ҫакӑн хыҫҫӑн пурте практика енӗпе ӗҫлеме тытӑннă. Ҫамрӑксем шкул трактородромӗнче шанчӑклӑ ҫӳренине кӑтартнă. Унтан халӑх пурӑнакан пысӑк ял урамĕсем тӑрӑх иртнӗ. Хушăлкара вӗренсе тухакансене лайӑх хатӗрленине палӑртас килет. Преподаватель те, яш-кӗрӗм хӑй те ҫак тивӗҫлӗх. Маттур, пӗр сӑмахпа каласан! Ачасен ялхуҫалӑхӗнче кирлӗ професси пур ӗнтӗ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.