Пишпÿлекри "Журавушка" ача сачӗн аслисемпе хатӗрленÿ ушкӑнӗсен воспитанникӗсем пушарнӑйсем патӗнче хӑнара пулнӑ. Ачасемпе Пишпÿлекри 68-мĕш пушарпа ҫӑлав пайӗн начальникӗ И.Б. Маликов калаҫу ирттернĕ. Ильмир Борисович ачасене пушар машини шалтан мӗнле курӑннине, шыв тулакан бак ӑҫтине, пушар сӳнтермелли хатӗрсемпе усӑ курнине, пушар сӳнтернӗ чухне кирлӗ ытти хатӗрсемпе мӗнле усă курнине кӑтартнă.
Вутпа кĕрешекенсем тӗтӗмленнĕ вырӑнсенче усӑ куракан ҫӑлӑнӑҫ аппарачӗсене ачасем курнă. Пушар тухсан хӑвна мӗнле тытмаллине ҫирӗплетнĕ. Ачасене пушар машининче те ларса курма ирӗк панă. Пушар пулсан, ҫакӑн пек машинӑпа миҫе ҫын пушар сÿнтерме кайнине те пӗлнӗ.
Интереслӗ тӗлпулу вӑхӑтӗнче ачасем ҫак пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗн профессийӗ тата уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен нумай усӑллӑ информаци илнӗ. Ҫак професси ҫыннисем нумайӑшӗ вут-ҫулӑмран хӑраман, ҫынсене хӑюллӑ ҫӑлакан паттӑрлӑхпа хăюлăх тĕслĕхӗ пулса тӑраҫҫӗ.
Пушар чаҫне экскурсине кайни ачасене питӗ хавхалантарнă, вара нумайӑшӗ малашне пушар сӳнтерекенсем пуласси ҫинчен ҫирӗппӗнех калаҫса татӑлнă.
#ЭкскурсияВПожарнуюЧасть
#ПЧ68
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Журавушка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club210640710