Çутă çул
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
23 Майӑн , 12:23

Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта вӗренекенсем грантсем илнĕ

Грант учредителӗ - "Главспецстрой" ООО шкула тунă застройщик.

Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта вӗренекенсем грантсем илнĕ
Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта вӗренекенсем грантсем илнĕ


Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта вӗренекенсене грант пек бонуссем илме питӗ лайӑх май параҫҫӗ. Грант учредителӗ - "Главспецстрой" ООО шкула тунă застройщик. 2023-2024 вӗренӳ ҫулӗн результачӗсем тӑрӑх 11 вӗренекен, ӑс-хакӑлпа спорт ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнакансем, тӗрлӗ шайри конкурссен ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсем пулса тӑрса, ҫакӑн пек майсене тивӗҫнӗ. Наградӑласси чаплӑ лару-тӑрура, хисеплӗ хӑнасем умӗнче иртнӗ. Грантсене "Главспецстрой" ООО директорӗ С.А. Исачкин панӑ. Ачасене тӗплӗн суйланă. Мӗне пӗлтерет ку? Чи малтанах вӗренекенсен, ашшĕ-амăшĕсен, вӗрентекенсен пысӑк ӗҫӗ. Грант илесси ансат мар, пысӑк ҫитӗнӳсемпе çĕнтерÿсем тунӑшӑн, пуринчен ытла пӗлӳ, хӑнӑху тата активлӑ позици пулнăшӑн параҫҫӗ. Талантлӑ ҫын пур ӗҫре те талантлӑ. Шкул ачасем ҫакна ҫирӗплетнĕ. Тӑрӑшулăх, ӗҫченлӗх, ҫӗнтерӳ патне туртӑнни, ҫӗнӗ горизонтсем уҫма тӑрӑшни, ҫӗр процент ҫине кӑларса хума пӗлни – вӗсене уйӑрса тӑракан пахалӑхсем. Паян вӗсем тантӑшĕсем валли тӗслӗх пулса тăраççĕ. Салам сӑмахĕсемпе шкул ачисене А.М. Зарипов, Пишпÿлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗ саламланă. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, хальхи шкул ачисем – пирӗн районпа ҫӗршыв малашлӑхне палӑртакансем, чи кирли, йывӑрлӑхсенчен хӑрамалла мар, ҫӗннине пӗлмешкӗн туртӑма ҫухатмалла мар.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club206548118

 

 

Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта вӗренекенсем грантсем илнĕ
Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта вӗренекенсем грантсем илнĕ
Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта вӗренекенсем грантсем илнĕ
Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта вӗренекенсем грантсем илнĕ
Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта вӗренекенсем грантсем илнĕ
Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта вӗренекенсем грантсем илнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: