Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
28 Майӑн , 12:32

Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче шкул умӗнхи ушкӑнсенче вӗренсе тухакансен балĕ иртнĕ

Вӗренсе тухасси – ача чухнехи "алӑк урати" пек, ача-пӑча центрӗн стенисенчи юлашки мероприяти.

Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче шкул умӗнхи ушкӑнсенче вӗренсе тухакансен балĕ иртнĕ
Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче шкул умӗнхи ушкӑнсенче вӗренсе тухакансен балĕ иртнĕ

Вӗренсе тухасси – ача чухнехи "алӑк урати" пек, ача-пӑча центрӗн стенисенчи юлашки мероприяти. Ку вӑл шкулчченхи ачалӑхпа сывпуллашни ҫеҫ мар, пулас шкул пурнӑҫӗнчи пӗрремӗш утӑм та.

Пӗр енчен-тахҫантанпа кӗтнӗ савӑнӑҫлӑ уяв, тепӗр енчен-кӑштах хурлӑхлӑ ӗҫ. Вӗренекенсем ҫӗнӗ пурнӑҫ картлашки ҫине куҫнӑшӑн педагогсене савӑнтарать, ҫав тери кӑмӑллӑ, тепӗр енчен, тӑван ачисенчен уйрӑлма тивнӗшӗн хурлантарать те. Нумаях пулмасть вӗсем ача-пӑча центрне ҫӳреме пуҫланӑ, часах пӗрремӗш класра вӗренекенсем пулаççĕ.

Вӗренсе тухакансен балĕ ӑшӑ та чуна пырса тивекен туслӑ лару-тӑрура иртнӗ. Уяв вӗренсе тухакансем тухнинчен пуҫланнă — ачасем темле тӳрех ӳссе ҫитӗннĕ пек туйăнать: илемлӗ, капӑр, вӗсем шкул ачисем пекех пулса тӑнă. Мероприяти тӑршшӗпех вӗсем ҫулталӑк хушшинче туяннӑ пӗлӗвӗсемпе пултарулăхсене кӑтартнă, юрӑсем юрланă, сӑвӑсем каласа кӑтартнă, ташӑсемпе савӑнтарнă, ҫапла майпа пирӗн геройсене "Злыня Страшиловнӑна" тата итлеменсен шкулĕнчи "Нехочухӑна" лайӑх шкулта ҫеҫ вӗренме вĕсем тивӗҫлӗ тесе ӗнентернĕ. 

Малта тата ҫӗнни, чуна ҫавӑрса илекенни нумай-ха, анчах ҫак уява ачасем ӗмӗрлӗхех асра тытӗҫ! Шкулчченхи ача чухнехи юлашки уяв.

Хамӑрăн вӗренсе тухакансене ӑнӑҫу сунатпӑр. Эпир сирӗнпе мухтанатпӑр! Эсир чи лайӑххисем.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн социаллă сетьри страницинчен.

 

https://vk.com/public144264663

 

Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче шкул умӗнхи ушкӑнсенче вӗренсе тухакансен балĕ иртнĕ
Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче шкул умӗнхи ушкӑнсенче вӗренсе тухакансен балĕ иртнĕ
Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче шкул умӗнхи ушкӑнсенче вӗренсе тухакансен балĕ иртнĕ
Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче шкул умӗнхи ушкӑнсенче вӗренсе тухакансен балĕ иртнĕ
Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче шкул умӗнхи ушкӑнсенче вӗренсе тухакансен балĕ иртнĕ
Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче шкул умӗнхи ушкӑнсенче вӗренсе тухакансен балĕ иртнĕ
Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче шкул умӗнхи ушкӑнсенче вӗренсе тухакансен балĕ иртнĕ
Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче шкул умӗнхи ушкӑнсенче вӗренсе тухакансен балĕ иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: