Çутă çул
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Инструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнă
Пур хыпар та
10
Вĕрентÿ
26 Июнӗн 2024, 12:45

Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулти ҫуллахи лагерьте çутçанталăк кунĕ иртнĕ

Кун тематики — "Ҫутҫанталӑк пуянлӑхӗ тата ҫӗр айӗнчи усӑллӑ япаласем" пулнă.

Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулти ҫуллахи лагерьте çутçанталăк кунĕ иртнĕ
Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулти ҫуллахи лагерьте çутçанталăк кунĕ иртнĕ

Июнӗн 25-мӗшӗ Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулти ҫуллахи лагерьте ачасемшĕн кун каҫиччен интереслӗ те ӑнлануллӑ иртнӗ. Кун тематики — "Ҫутҫанталӑк пуянлӑхӗ тата ҫӗр айӗнчи усӑллӑ япаласем" пулнă.

Кун йӑлана кӗнӗ ирхи зарядкӑран пуҫланнă, ирхи апат хыҫҫӑн ачасем отрядсен ӗҫне тытӑннă.

Воспитательсем тематика кунне халалланӑ чылай мероприяти ирттернӗ: "Ҫутҫанталӑк тата эпир", "Вӑрман — ҫутҫанталӑк пуянлӑхӗ" экологи сехечӗ.

Пушкӑртстан Республикин ҫутҫанталӑкӗпе пуянлӑхӗсем ҫинчен видеофильмсем пӑхнă, "Çутҫанталӑк кладовойӗ" шкул таврашӗнче экскурси ирттернĕ, урӑхла каласан, пирӗн тӑрӑхра ӳсекен йывӑҫсене тĕпченĕ. Чӗрчунсен тӗнчине коллекцисем тӑрӑх вӗреннӗ.

Воспитанниксем ҫутҫанталӑка упрасси мӗне пӗлтернине пӗлнӗ. Мӗн тума юранине, вӑрманта мӗн тума юраманнине, шыв ресурсӗсене сыхламалли правилӑсемпе паллашнă.

Ачасем интересленсе итленĕ, ыйтусем панă.

Ҫавӑн пекех "ПР çӗр айӗнчи усӑллӑ япалисем" слайдсем  пӑхса тухнӑ. Ачасем тимӗртен тунӑ япаласене, вӗсен пĕлтерĕшĕ çинчен калаҫнă. Ҫутҫанталӑк питӗ илемлӗ, ӑна упрас пулать, тесе шутланă вӗсем.

Шкул ҫумӗнчи лагерь воспитанникӗсем "Çак тӗнчене упраса хӑварар", "Çутҫанталӑка сыхлӑр" экологи постерӗсем тунӑ, унтан вӗсен отрядсенче презентациленĕ.

Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн тупмалли сăмахсен тупсӑмĕсене тупнă, уҫӑ сывлӑшра вылянă.

Лагерьти хаваслӑ, активлӑ кану — ӑнӑҫлӑ каникулӑн никӗсӗ, ҫавӑнпа кун савӑнӑҫлӑ, ырӑ та активлӑ иртнӗ!

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club206548118

 

 

Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулти ҫуллахи лагерьте çутçанталăк кунĕ иртнĕ
Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулти ҫуллахи лагерьте çутçанталăк кунĕ иртнĕ
Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулти ҫуллахи лагерьте çутçанталăк кунĕ иртнĕ
Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулти ҫуллахи лагерьте çутçанталăк кунĕ иртнĕ
Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулти ҫуллахи лагерьте çутçанталăк кунĕ иртнĕ
Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулти ҫуллахи лагерьте çутçанталăк кунĕ иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: