Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпÿлекри филиалĕн 14 вӗренекенĕ тракторист-машинист правине илнӗ.
Экзаменсен хӗрӳ вӑхӑчӗ Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпÿлекри филиалне те ҫитнӗ. Вӗренекен ушкӑнсенче суйласа илнӗ профессисемпе специальноҫсем тӑрӑх пӗтӗмлетӳ аттестацийӗ иртет. Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Пишпÿлек районӗнчи Гостехнадзор инспекцийӗн патшалӑх комитечӗн ӗҫченӗсем 63-мĕш группăра вӗренекен тракторист-машинистсене "F" категорие илме программа тӑрӑх экзаменсем ирттернӗ.
— Ҫак вӗренӳ заведенийӗн производство вӗрентӗвӗн преподавателӗсемпе мастерӗсем тӳрӗ кӑмӑлпа вӗренӳ процесне илсе пыраççĕ, ҫавӑнпа вӗсен вĕренекенĕсен ҫирӗп пӗлӳ пур. Теорипе практика тӗрӗслевӗсем 14 вӗренекен ӑнӑҫлӑ иртрӗҫ, — тет район Гостехнадзор инспекцийӗн начальникӗ Эдуард Михайлович Григорьев. — Вӗсем пурте самоходнӑй машинӑсене тытса пыма право паракан тракторист-машинистсен вӑхӑтлӑх удостоверенийӗсене илчӗҫ. Халӗ саккунлӑ никӗспе вӗренекенсем районти хуҫалӑхсенче производство практикине иртĕç.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.