Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
27 Июнӗн , 11:39

Физика — 100 балла!

Пишпÿлекри 2-мĕш вӑтам шкулти 11-мĕш класран вӗренсе тухакан Егор Туймуков физикӑпа патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне 100 балла панӑ!

Физика — 100 балла!
Физика — 100 балла!
Пишпÿлекри 2-мĕш вӑтам шкулти 11-мĕш класран вӗренсе тухакан Егор Туймуков физикӑпа патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне 100 балла панӑ!
Шкул ҫулӗсем епле хӑвӑрт иртеҫҫӗ! Нумаях пулмасть-ха тӑнлӑ пӗчӗк ача тӑван Ермолкин шкулӗн алӑк урати урлӑ хӑюсӑр ярса пуснă, пӗрремӗш класа килнĕ. Халӗ ӗнтӗ Пишпÿлекри 2-мĕш вӑтам шкул стенисенчен, вӗренӳре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн питĕ лайăх аттестат тата медаль илсе, ӑслӑ, икӗ метр ҫӳллӗш хура ҫӳҫлӗ Егор Туймуков ҫак пысӑк тӗнчене парӑнтарма каять.
— Пӗрремӗш класран пуҫласа тӑваттӑмӗш класс таран Ермолкин тӑван ялта вӗрентĕм. Манӑн юратнӑ предмет яланах математикаччĕ. Вӑтам сыпăкра - 5-мӗшпе 9-мӗш класс таран шкул автобусӗпе вӗренме Усак-Кичури вӑтам шкула çÿрерĕм. Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулӑн курсне хӗрлӗ аттестатпа пӗтертӗм, - каласа парать 18 ҫулти Егор хӑйӗн шкулти ҫулӗсене. — Аслӑ сыпăкра Пишпÿлекри 2-мĕш вӑтам шкулта 11"а" класра вӗрентĕм, пирĕн класра вӗренекенсем, пурте ЕГЭ ӑнӑҫлӑ пачĕç. Вӗсенчен ҫурри - медалистсем! Нумайӑшӗ малалла МВД шкулӗнче, нефть университетӗнче вӗренме хатӗрленеҫҫӗ. Эпӗ вара авиаци вузне каятӑп тесе ҫирӗп шутларӑм. Мана авиаципе авиаци туни, космосри вӗҫев модулӗсемпе космос станцийӗсем таранах интереслентереççĕ.
Класс ертӳҫи, физика учителӗ Айсылу Фанильевна Аглетдинова Егора пӗр класра вӗренекен ачасемпе ӑнӑҫнӑ ҫинчен каласа парать. Мӗншӗн тесен вӑл питӗ вӑйлӑ, туслӑ та активлӑ класс. Шкулти пӗр мероприятие те унӑн юратнӑ "ашникĕсем" хутшӑнмасӑр иртмен. Егор пур предметпа та "лайӑх" тата "питĕ лайăх" вӗренет. Çавӑнпа та унӑн ЕГЭ кӑтартӑвӗсем тӑрӑх пысӑк рейтинг: математика — 96 балл. 100 пулнӑ пулӗччӗ, анчах заданисене тӗрӗслеме кӑшт ҫеҫ вӑхӑт ҫитеймен. Вырӑс чӗлхипе те лайӑх результат - 83 балл. Физикӑпа — 100 балл! Егор республикӑри "Физикӑпа кубок" олимпиадӑсен муниципалитет тапхăрӗн физикăпа ҫыхӑннӑ мӗнпур кубоксене хутшӑннӑ. Вӑхӑта кӑткӑс задачӑсене ҫӑмӑллӑнах шутласа парать. Унӑн команди районти тата республикӑри олимпиадӑсенче яланах призер пулса тӑнӑ.
— Пирӗн ҫемьере пурте лайӑх результатпа ӗҫлеме хӑнӑхнӑ, - тет ҫамрӑк ҫын. — Манӑн йӑмӑк Ксения ҫичӗ класс лайӑх паллӑсемпе вӗренсе тухрӗ. Вӑл та Пишпÿлекри 2-мĕш вӑтам шкулта вӗренет. Аслӑ аппа Наташа столицӑра Мускаври А.И. Евдокимов ячӗллӗ патшалӑх медицинӑпа стоматологи университечӗн пиллӗкмӗш курсне ӑнӑҫлӑ вӗҫлет. Манăн анне Лидия Николаевна - Пишпÿлек районӗнчи тӗп больницӑн участокри терапевчӗ. Георгий Константинович Туймуков атте — районта паллӑ несӗл хурт-хăмăрçă. Районти хурт ӗрчетекенсем ӑна пурте пӗлеҫҫӗ е илтнӗ. Ҫавӑнпа та манӑн вӗсене пĕрне те улталама юрамасть! Ҫиччӗмӗш класран, физикӑна вӗренме тытӑнсан, ҫак наукӑпа интересленсе кайрăм. Конструкцилеме питӗ юрататӑп, тӗрлӗ радиодетальсемпе микросхемӑсене шăратса çыпăçтарма юрататӑп. Кашни кун виҫшер сехет компьютер умĕнче вӑхӑта ирттеретӗп. Çапла вӗренӳ малалла пырать: онлайн-шкулта вӗренетӗп. Пыл хурчӗсемпе аппаланма юрататӑп: эпир кунта пӗр-пӗрне ӑнланатпăр, аттене утарта пулӑшма тӑрӑшатӑп. Пирӗн Ермолкинра волейболла вылякан ҫамрӑксен команди пур. Эпир районти ӑмӑртусене хутшӑнма тӑрӑшатпӑр. Хӑш чухне призерсем те пулатпӑр. Ҫӑмӑл автомобильпе çÿреме права илнӗ хыҫҫӑн техникӑна чылай тимлӗрех пӑхма пуҫларăм. Ку та маншӑн çывăх иккенне ӑнлантӑм эпӗ! СВОна хутшăнакан боецсем валли маскировка сеткисем тӑвасси те хамшӑн питӗ интереслӗ ӗҫ тесе шутлатӑп, çав ӗҫе те хутшӑнатӑп. Эпир ӑна хамӑр шкулта турăмăр. Начар мар пулатчӗ. Ҫапла вара, нумай интереслӗ япаласем хушшинче эпӗ малашне хама кӑмӑла каякан ӗҫ тупатӑпах.
Владимир СМОЛОВ
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.
 
 
 
Физика — 100 балла!
Физика — 100 балла!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: