Çутă çул
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
2 Июлӗн , 12:44

Путин Фальковпа тӗл пулсан РФ инженерсен шкулӗсене йӗркелесси пирки сӑмах каланӑ

#владимирпутин

Путин Фальковпа тӗл пулсан РФ инженерсен шкулӗсене йӗркелесси пирки сӑмах  каланӑ
Путин Фальковпа тӗл пулсан РФ инженерсен шкулӗсене йӗркелесси пирки сӑмах каланӑ

#владимирпутин

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин июлӗн 1-мӗшӗнче Вĕренÿпе наука министерствин пуҫлӑхӗпе Валерий Фальковпа тӗлпулура инженерсен шкулӗсем тӑвас ӗҫе сӳтсе явма сӗннӗ.

"Юлашки вӑхӑтра эпир инженерсен шкулӗсене йӗркелесси тата тивӗҫлӗ кадрсем хатӗрлесси ҫине нумай та тӗрӗс пӑхатпӑр. Эсир ҫавӑнтан пуҫласшӑн та ӗнтӗ", — тенӗ патшалӑх Пуҫлӑхӗ.

Специалистсем хатӗрлес енӗпе инженерсен шкулӗсем тӑвакан ӗҫе Путин питӗ лайӑха хурса хакланă.

"Бизнес ахаль хирӗҫ тӑманни, тӗрӗссипе каласан, ҫак процесӑн авангардӗнче пыни мана питӗ савӑнтарать", — хушса хунă Президент.

Фальков хӑй енчен Раҫҫей лидерне федераци округӗсенче туса хунӑ малта пыракан темиҫе теҫетке инженер шкулӗ ӗҫлени ҫинчен каласа панă. Вӑл предприятисенче вӗренекенсем стажировкӑсем иртнине, вӗренӳ контракчӗсем аталаннине палӑртнă.

Сăнÿкерчĕкĕ: http://kremlin.ru/events/president/news/74440

 

https://iz.ru/1720859/2024-07-01/putin-na-vstreche-s-falkovym-vystupil-za-sozdanie-v-rf-inzhenernykh-shkol

 

 

 

Путин Фальковпа тӗл пулсан РФ инженерсен шкулӗсене йӗркелесси пирки сӑмах  каланӑ
Путин Фальковпа тӗл пулсан РФ инженерсен шкулӗсене йӗркелесси пирки сӑмах каланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: