Пишпÿлек районне Железноводскри художествӑпа строительство техникумӗн студенчӗсен делегацийӗ килсе çитнӗ, ăшӑ тӗлпулу Аксаковăри чугун ҫул вокзалӗнче иртнĕ. Студентсене эрне тăршшĕ Пишпÿлек районӗпе паллаштарӗҫ. Хӑнасем валли музейсене, культурӑпа кану тата спорт мероприятийӗсене ҫӳремелли экскурси программи хатӗрленӗ, хӑнана килнĕ студентсем Пишпӳлек районӗн историйӗпе тата хальхи ӗҫ-хӗлӗпе паллашаҫҫӗ. Пишпÿлек районӗпе Железноводскри художество-строительство техникумӗ туслӑхпа сотрудничество ҫинчен калакан договор 2016 ҫултанпа ĕçлет. Пишпӳлек районӗнчи активист-ачасем те çав договор шайĕнче Железноводскра тăтăшах пулса кураççĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.