Çутă çул
+6 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
19 Августӑн , 11:30

Ӑнӑҫлӑ вӗренме лайӑх условисем

Вӑтам професси пӗлӗвне аталантарни ҫирӗп те конкурентлӑ экономика туса хурас, вӑхӑт чӗнӗвӗсене адаптацилеме пултаракан тӗп утӑм шутланать.

Ӑнӑҫлӑ вӗренме лайӑх условисем
Ӑнӑҫлӑ вӗренме лайӑх условисем

Вӑтам професси пӗлӗвне аталантарни ҫирӗп те конкурентлӑ экономика туса хурас, вӑхӑт чӗнӗвӗсене адаптацилеме пултаракан тӗп утӑм шутланать.

Пушкӑрт Республикин Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров промышленноҫпа социаллӑ сфера валли професси кадрӗсем хатӗрлес политикӑна йӗркеллӗ пулӑшса, туса пырать. Вӑтам професси пӗлӗвӗ пахалӑхлӑ професси илме майсем уҫать, ҫакӑ социаллӑ хăнăхăва тата пурнӑҫ шайне лайӑхлатма пулӑшать.

Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпÿлекри филиалӗнче 275 студент професси алла илеҫҫӗ. Вӗсем — повар тата кондитер ӗҫĕсем, ялхуҫалӑх техникипе оборудование эксплуатацилесси тата юсасси, ял хуҫалӑх производствин тракторист-машинисчӗ, ялхуҫалӑх производствинче электрооборудование юсас тата пулӑшас енӗпе ӗҫлекен электромонтер, ялхуҫалӑхӗнче электрооборудовани юсас тата пулӑшас енӗпе ӗҫлекен мастер, строительство ӗҫӗсен ӑсти. Вӗренӳ заведенийӗн ертӳҫи Ринат Афлятунов каланӑ тӑрӑх, колледжра студентсене вӗренме хӑтлӑ условисем йӗркеленӗ.

Хӑйӗн сӑмахӗсенчен пӗринче республика Пуҫлӑхӗ колледжсенче вӗренӳ сумлӑ пулнине палӑртнӑ. Вӗсене Пушкӑрт Республикинче тӑххӑрмӗш классенчен вӗренсе тухакансен 60 проценчĕ суйласа илеҫҫӗ: "Пирӗн тивӗҫ ҫак ҫамрӑксемшӗн пахалӑхлă пӗлӳ тата кирлӗ профессие илме майсем туса парасси", - тесе палӑртнӑ Радий Хабиров.

— Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпÿлекри филиалӗнче 2021 ҫултанпа повар-кондитера вӗренетӗп. Мана тӳрех общежитире вырӑн пачӗҫ. Условисем кунта питӗ лайӑх. Комендантпа воспитатель пире яланах пулӑшаҫҫӗ, канашсем параҫҫӗ, çакăншăн эпӗ вӗсене чĕререн тав тӑватӑп. Колледжра вӗренни ҫинчен каласан, мана пурте килӗшет. Хӑтлӑ условисенче вӗренетпӗр. Пӗлӳ илме кирлӗ оборудованисем пурте пур. Чи кирли тата кунта питӗ лайӑх преподавательсемпе директор, - каласа парать колледж студенчӗ Карина Михайлова.

Неля САБАХОВА.

Радий Хабиров: "Пирӗн студентсемшӗн хӑтлӑ хутлӑх йӗркелени питӗ кирлӗ. Йӗркеллӗ общежитисем, хальхи оборудованисем, пушă  вӑхӑта усăллă та тĕрлĕ ирттермелли условисем пулсан, ачасем тулли кӑмӑлтан вӗренӗҫ".

Ӑнӑҫлӑ вӗренме лайӑх условисем
Ӑнӑҫлӑ вӗренме лайӑх условисем
Ӑнӑҫлӑ вӗренме лайӑх условисем
Ринат Зуфарович АФЛЯТУНОВ, Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпÿлекри филиалӗн директорĕ: — Теорие вӗрентме филиалӑн 250 вӗренӳ вырӑнӗ тата 105 вырӑн валли вӗренӳ мастерскойӗсем пур. Спорт занятийӗсем валли спорт тата тренажер залӗсем пур. Май килнӗ таран филиалăн пурлӑх бази те ҫирӗпленет: мастерскойсем оборудованисемпе тата инструментсемпе, вӗренӳ кабинечӗсем — электронлӑ вӗренӳ пособийӗсемпе, компьютер техникипе пуянланаҫҫӗ. Вӗренӳ практикине ирттерме хальхи оборудованипе, техника хатӗрӗсемпе тата пулӑшу материалĕсемпе пуян мастерскойсемпе лабораторисем пур. Студентсене пурӑнма кирлӗ хӑтлӑ условисемлĕ общежити параҫҫӗ.
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: