Çутă çул
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
20 Августӑн , 11:31

Радий Хабиров шкулсен территорисене сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне тирпейлеме хушнӑ

 Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров муниципалитетсен пуҫлӑхӗсене сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне шкул таврари территорисене хӑтлӑх кӗртме тепӗр хут хушнă.

Радий Хабиров шкулсен территорисене сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне тирпейлеме хушнӑ
Радий Хабиров шкулсен территорисене сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне тирпейлеме хушнӑ

Тунтикун, правительствӑн кулленхи оперативлӑ канашлӑвне пӗтӗмлетнӗ май, Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров муниципалитетсен пуҫлӑхӗсене сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне шкул таврари территорисене хӑтлӑх кӗртме тепӗр хут хушнă.

"Кӑҫал пирӗн шкула 519 пин ытла ача каять. Педагогика пӗрлӗхӗпе пӗрле эпир Стерлитамакра вӗренӳ канашлӑвӗнче калаҫрӑмӑр. Муниципалитет пуҫлӑхӗсем патне манӑн пӗр ыйту пур: шкул таврари территорие йӗркене кӗртмелле. Ҫуран ҫӳремелли ҫулсем, ҫутӑсем, хӳмесем — пурне те тумалла", — тенӗ Радий Хабиров.

Юлашки икӗ ҫул хушшинче республикӑра пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсене тӗпрен юсамалли тата ҫӗнетмелли программа тӑрӑх 37,6 пин ача валли 140 шкул юсанӑ. Ҫак ӗҫе илнӗ укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗпе Пушкӑртстан ҫӗршывра виҫҫӗмӗш вырӑн тата юсанӑ шкулсен шучӗпе иккӗмӗш вырӑн йышӑнать. Шкул вӗренӗвӗн тытӑмне ҫакӑн пек анлӑ та комплекслӑ реновацилесси Пушкӑрт историнче пӗрремӗш хут иртет.

Сентябрӗн 1-мӗшӗнче республикӑра тӗп юсав хыҫҫӑн тата пилӗк шкул уҫӑлӗ: Усак-Кичу ялӗнче (Пишпÿлек районӗ), Пушкӑрт Республикинчи 3-мĕш гимнази-интернат (Кумертау), Стерлитамакри 2-мĕш лицей-интернат, Красная Башкирия ялӗнче (Абзелил районӗ) тата Уфари 119-мĕш шкул.

Ку вӑл пӗтӗмпе мар-ха, икӗ ҫулхи цикл шайӗнче тӗпрен юсакан 25 шкула 2025 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне юсаса ҫитерӗҫ.

Проекта пурнӑҫлама 2024 ҫулта 1,8 миллиард тенкӗ чухлӗ, ҫав шутра федераци бюджетӗнчен 1,48 миллиард тенкӗ чухлӗ тата Пушкӑрт бюджетӗнчен 282,6 млн тенкӗ чухлӗ укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ.

https://www.bashinform.ru/news/social/2024-08-19/radiy-habirov-poruchil-obespechit-poryadok-pered-shkolami-k-1-sentyabrya-3891238

 

 

 

Радий Хабиров шкулсен территорисене сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне тирпейлеме хушнӑ
Радий Хабиров шкулсен территорисене сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне тирпейлеме хушнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: