Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
30 Августӑн , 10:28

Кирлӗ специальноҫсене вӗренни ӗҫ хӑвӑртрах тупма пулӑшӗ

Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпÿлекри филиалӗнче ҫӗвӗ изделийӗсен ӑсти профессине алла илме пулать.

Кирлӗ специальноҫсене вӗренни ӗҫ хӑвӑртрах тупма пулӑшӗ
Кирлӗ специальноҫсене вӗренни ӗҫ хӑвӑртрах тупма пулӑшӗ
Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпÿлекри филиалӗнче ҫӗвӗ изделийӗсен ӑсти профессине алла илме пулать.
Радий Хабиров: "Пирӗн колледжсем ӗҫ паракансем ыйтнипе адаптациленме хатӗр. Ку вӗренӳпе экономика интересӗсенче".
Професси пӗлӗвӗн тытӑмне аталантарма республикӑра комплекслӑ майпа усӑ кураҫҫӗ: пурлӑхпа техника никӗсӗ лайӑхланать, преподавательсемпе студентсем валли мотиваци тытӑмӗ йӗркеленет, ҫӗршыв вӗрентӗвӗн лайӑх практикисене ӗҫе кӗртеҫҫӗ, пахалӑхлӑ практика тивӗҫтерет.
Республика пуҫлӑхӗ колледжсенче вӗренни сумлӑ пулнине палӑртнӑ. Вӗсене Пушкӑрт Республикинче тӑххӑрмӗш классенчен вӗренсе тухакансен 60 проценчĕ суйласа илеççĕ: "Пирӗн тивӗҫ те ҫак ҫамрӑксемшӗн пахалӑхлӑ пӗлӳ тата кирлӗ професси илме майсем туса парасси", - тесе палӑртнӑ Радий Хабиров.
Вӗренӳ учрежденийӗсемпе предприятисем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлени бизнесӑн чӑн ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен вӗренӳ программисене йӗркелеме май парать.
Кӑҫал Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпÿлекри филиалӗнче "Дельта" ҫӗвӗ предприятийӗпе тачӑ ҫыхӑнса ĕçленĕ шайра "ҫӗвӗ изделийӗсен ӑсти" професси илме пулать. Кирлӗ специальноҫсемпе вӗренни ҫамрӑксене хӑвӑртрах ӗҫ тупма тата вӗренсе тухакансем хушшинчи ӗҫсӗрлӗх шайне чакарма пулӑшать.
— Манӑн тантӑшсем пекех, 11 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн эпӗ хамӑн пулас профессие суйласа илесси ҫинчен нумай шухӑшларӑм. Ку ыйтура хамăн ҫывӑх ҫынсемпе тата ҫемьепе канашларăм. Колледжра ҫӗнӗ специальноҫ — ҫӗвӗҫ уҫасси ҫинчен эпӗ малалла вӗренмелли ҫул-йӗрсене шырас ӗҫре пӗлтӗм. Ку специальноç мана нумай сӑлтавпа илӗртрĕ. Ҫӗвӗҫĕн ӗҫӗ нумай. Ку питӗ кирлӗ професси, уйрӑмах халӗ, Раҫҫей рынокӗнче паллӑ тумтир бренчӗсем ҫухалсан. Ҫӗвӗҫ хӑй валли те, хӑйӗн ҫемйи валли те япаласем тума пултарать, ҫавӑн пекех килте те заказсем йышӑнса хӑйшӗн ӗҫлеме пултарать, ҫакӑ ҫирӗплӗхе тивӗҫтерет. Нумаях пулмасть Пишпÿлекре ҫӗвӗ ҫӗлемелли цех уҫни ҫинчен пӗлтерӳ куртӑм, ҫавӑнпа вӑл мана юрăхлă вариант тесе шутларӑм. Ҫавна пула ҫак специальноҫа вĕренме кӗтӗм, - каласа пачӗ колледжри пулас студентка Анастасия Петрова.
Неля САБАХОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Неля Сабахова.
 
 
Кирлӗ специальноҫсене вӗренни ӗҫ хӑвӑртрах тупма пулӑшӗ
Кирлӗ специальноҫсене вӗренни ӗҫ хӑвӑртрах тупма пулӑшӗ
Кирлӗ специальноҫсене вӗренни ӗҫ хӑвӑртрах тупма пулӑшӗ
Кирлӗ специальноҫсене вӗренни ӗҫ хӑвӑртрах тупма пулӑшӗ
Ринат Зуфарович АФЛЯТУНОВ, Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпÿлекри филиалӗн директорӗ: — Сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пирӗн Пишпÿлек филиалӗнче ҫӗнӗ специальноҫпа пӗлӳ илме май пулӗ. Халӗ вӗренекенсен ушкăнне пухатпăр. Вӗренӳ хыҫҫӑн студентсем колледжрах "ДЕЛЬТА" ҫӗвӗ предприятийӗн производство машинисемпе ҫӗлеме вӗренме тытӑнаҫҫӗ. Производство практики те унтах иртет. Ҫӗвӗ предприятийӗн ҫӗнӗ пысӑк цех уҫӑлать, ҫавӑнпа вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн пирӗн патран вӗренсе тухакансене ӗҫ вырӑнӗсемпе тивӗҫтерӗҫ.
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: