Çутă çул
+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
4 Сентябрӗн , 12:03

21-мĕш ӗмӗрти шкул

"Вӗренӳ" наци проекчĕ шайĕнче тӗпрен юсанӑ хыҫҫӑн шкул уҫнине тата Пӗлӳ кунне халалланӑ уяв мероприятийӗ Усак-Кичу ялӗнче иртнӗ.

21-мĕш ӗмӗрти шкул
21-мĕш ӗмӗрти шкул

"Вӗренӳ" наци проекчĕ шайĕнче тӗпрен юсанӑ хыҫҫӑн шкул уҫнине тата Пӗлӳ кунне халалланӑ уяв мероприятийӗ Усак-Кичу ялӗнче иртнӗ.

"Пирӗншӗн вӗренӳ уйрӑм ӗҫ тата тăрăшулăх. Пирӗн ачасене кашни шкулта ял таврашӗнче те, хулари ҫӗнӗ ҫуртсенче те — пахалӑхлӑ пĕлÿпе воспитани памалли мӗнпур условисем туса пани кирлӗ", — палӑртнă хӑйӗн сӑмахӗсенчен пӗринче Радий Хабиров.

1978 ҫултах туса лартнӑ вӗренӳ учрежденийӗн ҫуртне модернизацилес ӗҫе федераци, регион тата муниципалитет бюджечӗсен укҫи-тенки шучӗпе пурнӑҫланӑ. Юсав президент программине кӗнӗ, графикпа килӗшӳллӗн пынӑ та срокра вӗҫленнӗ. Вӗренӳ учрежденийӗ тул енчен те, шалтан та улшӑннӑ. Ирттернӗ ӗҫсене пула вӑл Пӗлӳ кунне иккӗмӗш хут ҫуралнӑ куне палăртрĕ. Паян ҫӗнетнӗ ҫуртра 100 ача вӗренет. Тӗп юсав хыҫҫӑн хушма кабинетсем хутшăннă, шкула хальхи вӗренӳ стандарчӗсемпе ҫӗнетнӗ. Классенче ҫӗнӗ сӗтел-пукан тата хальхи вӗренӳ оборудованийӗсем.

Чаплӑ мероприятире Пушкӑрт Республикин Патшалӑх Пухӑвӗн — Курултайӗн депутачӗ Рамиль Шафкатович Бадамшин, Пушкӑрт Республикин правительствин официаллӑ представителӗ, спорт министрĕн заместителĕ Эльза Акрамовна Карамурзина, Пишпÿлек район администраци пуҫлӑхӗ Артур Мухлисович Зарипов, Усак-Кичу ялӗн шкулӗнчен вӗренсе тухнӑскер, ПР ял хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш заместителӗ Рамил Рамзилович Нуриахметов, Пишпÿлек район Совечĕн председателӗ Юрий Григорьевич Павлов, Пишпÿлек районӗн прокурорӗ Дмитрий Валерьевич Герасимов, "Альянс" ООО участокӗн начальникӗ Армен Рудикович Матевосян, ҫавӑн пекех шкулти педагогика ӗҫӗн ветеранӗсем хутшăннă.

Пушкӑрт Республикин Пуҫлӑхӗ Радий Фаритович Хабиров, Пушкӑртстан Патшалӑх Пухӑвӗн Курултайăн председателӗ Константин Борисович Толкачев тата мӗнпур депутатсен ятĕнчен Рамиль Шафкатович вӗренекенсемпе ял ҫыннисене Пӗлӳ кунӗпе тата шкул уҫнӑ кун ячӗпе саламларĕ.

— Вӗренекенсене ҫитӗнӳсем, ҫӗнӗ пӗлӳ, ҫӗнӗ опыт, çĕнĕ туссем сунатӑп. Усак-Кичу ялӗн шкулӗ пысӑк, ӑнӑҫлӑ та тулли пурнӑҫпа пурӑнма старт площадки пуласса эпир чӗререн шанатпӑр, — палӑртрĕ Рамиль Бадамшин.

Республика ертӳлӗхӗ хӑй аутсайдертан шкулӗсене юсама заявкӑсем паракан процеса тӳрре кӑларнине пула федераци финансированине явӑҫтарас енӗпе лидера тухнӑ.

— Юлашки пилӗк ҫул хушшинче ҫитӗнекен ӑрӑва пулӑшас тӗлӗшпе патшалăх нумай ӗҫ тунӑ. Ҫӗнӗ шкулсем тӑваҫҫӗ, тӗпрен юсаҫҫӗ. Паян та эпир хамӑрӑн хаклӑ шкул ачисем валли ҫӗнӗ те илемлӗ ҫурт уҫатпӑр. Вӗсене ӑнӑҫлӑ вӗренӳ сунатӑп, — саламларӗ Эльза Акрамовна Карамурзина.

Пур ӗҫе те туса пӗтермен-ха. Часах шкул таври территори те ҫӗнелӗ, вăйăпа спорт площадкисем пулса тӑрӗҫ, вӗсемпе шкул вӗренекенӗсем ҫеҫ мар, ял ҫыннисен те усă курма пултарĕç.

— Мӗнле лайӑх шкул пулса тухрӗ. Кивӗ ҫуртран кунта стенасем ҫеҫ тӑрса юлнӑ. Шкул директорне, ашшӗ-амӑшсене, учительсене, вӗренекенсене, ял ҫыннисене пысӑк тав. Пурте тӑрӑшнине пула шкула вӑхӑтра хута янă. Паян пӗрремӗш уроксем ирттернӗ ӗнтӗ, вӗренекенсем пурте савӑнӑҫлӑ та кӑмӑллӑ. Ку пирӗн районшӑн пӗлтерӗшлӗ ӗҫ, — палӑртрӗ район администраци пуҫлӑхӗ Артур Мухлисович.

"Вӗренӳ" наци проектне вӗренӳ учрежденийӗсенче хальхи инфратытӑма лайӑхлатма тата тивӗҫтерме янӑ. Шкулта шалти стенисене те, ҫуртӑн фасадне те, пур кабинетсене те, спортзала та, столовӑйне те ҫӗнетнӗ. Ҫурта юсанӑ хыҫҫӑн паллама та ҫук. Алӑксене, чӳречесене, сӗтел-пукансене, оборудовани, электричество, ӑшӑту, санузелсене, пӗр сӑмахпа каласан, пурне те улӑштарнӑ! Халӗ кунта шкул ачисене вӗренме — савӑнӑҫ.

— Ҫак проекта пурнăçлама пулăшнăшĕн "Единая Россия" партине, республика Пуҫлӑхне Радий Фаритовича, администраци пуҫлӑхне Артур Мухлисовича тата шкула тӗпрен юсанӑ чухне сӳрӗк мар пулнисене пурне те тав тӑвас тетӗп. "Вӗренӳ" нацпроекта пурнăçланă май халӗ пирӗн ҫӗнӗ шкул. Пур требованисене те тивӗҫекен 21-мĕш ӗмӗрти шкул. Кабинетсене ҫӗнӗ оборудованипе пуянлатнӑ, столовӑйне СанПин требованипе тунӑ, ашшӗ-амӑшӗсемпе вӗренекенӗсем пулăшнипе пуçтарнă оборудование ҫуртра лайӑх йӗркеленӗ. Хаклӑ вӗренекенсем, сирӗн халӗ пур условисем те пур, сирӗн вӗренесси, вӗренесси тата тепӗр хут вӗренесси ҫеҫ юлать, — сӑмах тухса каларӗ Усак-Кичури вӑтам шкул директорӗ Ануза Камиловна Лутфуллина.

РФ гимне пурнӑҫланӑ тата ялава ҫӗкленӗ хыҫҫӑн йӑла тӑрӑх уява пухӑннӑ хӑнасене хӗрлӗ хӑю касса ҫӗнетнӗ ҫуртра вӗрентме старт пачĕç.

— Шкула уҫасса эпир чӑтаймасӑр кӗтрӗмӗр. Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен юсава пӗтереймессе хӑрарӑмӑр. Кӑҫал ман хӗр Виолетта иккӗмӗш класа каять, вӑл, паллах, ҫӗнӗ шкулшӑн питӗ хавас, кунта халӗ пурте ҫӗнӗ, хальхилле, ачасене ҫӗнӗ пӗлӳ илме нумай интереслӗрех, — терӗ Усак-Кичу вӑтам шкулӗнче вӗренекенĕн амашĕ Алена Хабирова.

Неля САБАХОВА.

Сӑнӳкерчӗкӗсем: Неля Сабахова.

21-мĕш ӗмӗрти шкул
21-мĕш ӗмӗрти шкул
21-мĕш ӗмӗрти шкул
21-мĕш ӗмӗрти шкул
21-мĕш ӗмӗрти шкул
21-мĕш ӗмӗрти шкул
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: