Çутă çул
+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
2 Октябрӗн , 09:46

Пирӗн пӗрремӗш вĕрентекен

Пирӗн класа питӗ ӑнчӗ, мӗншӗн тесен тӑватӑ ҫул тăршшĕпе пирӗн пӗрремӗш учительница Федорова Зоя Никоноровна пулчӗ.

Пирӗн пӗрремӗш вĕрентекен
Пирӗн пӗрремӗш вĕрентекен

Пӗрремӗш вĕрентекен кашни ҫын пурнӑҫӗнче пысӑк вырӑн йышӑнать. Пӗрремӗш учитель пире чи кирлӗ пӗлӳ парать, вӗренме юратма хăнăхтарать.

Пирӗн класа питӗ ӑнчӗ, мӗншӗн тесен тӑватӑ ҫул тăршшĕпе пирӗн пӗрремӗш учительница Федорова Зоя Никоноровна пулчӗ. Пуҫламӑш классен вӗрентекенĕ пулма йывӑр та яваплӑ. Эпир хамӑрӑн пӗрремӗш шӑнкӑрава, пӗрремӗш урока, пӗрремӗш шкул уявӗсене астӑватпӑр. Зоя Никоноровна пире кашни ир ӑшшӑн кулса кӗтсе илетчӗ, йывӑр вӑхӑтра пире пулӑшатчӗ, пирӗншӗн тӑрӑшатчӗ. Малтанхи кунсенчех вӑл пире вӗренме тата ӗҫе юратма хăнăхтаратчĕ. Унпа эпир малтанхи сӑмахсене вуларӑмӑр, малтанхи тӗслӗхсене йышӑнтӑмӑр, хутламалли таблицӑна вӗрентрӗмӗр. Зоя Никоноровнӑн урокӗсем яланах интереслӗ те ӑнлануллӑ пулнӑ. Вӑл пире ырӑ та тӳрӗ кӑмӑллӑ, яваплӑ тата туслӑ пулма вӗрентрӗ.

Эпир Зоя Никоноровнӑна вӑл пире ҫирӗп пӗлӳ панӑшӑн, вулама тата ҫырма вӗрентнӗшӗн, чи кирли — йывӑрлӑхсем умӗнче нихҫан та парӑнманшӑн тав тӑватпӑр. Ӑна ҫирӗп сывлӑх, телей тата ăслă та тăрăшуллă вӗренекенсем сунатпӑр. Тавтапуҫ сире ӗҫӗршӗн, чӑтӑмлӑхӑршӑн, ӑслӑлӑхӑршӑн, тӑрӑшнӑшӑн, ырӑ кӑмӑлӑршӑн! Эпир Сире питӗ юрататпӑр!

Пишпÿлекри 1-мĕш вӑтам шкулти 5-мӗш класра вӗренекен ачасем.

Пирӗн пӗрремӗш вĕрентекен
Пирӗн пӗрремӗш вĕрентекен
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: