Сӑпайлӑх - воспитани панӑ ҫыннӑн паха енӗсенчен пӗри. Сӑпайлӑ ҫын, ҫын ҫине ырӑ кӑмӑлпа пӑхнин правилисене, формине пӗлекен ҫын.
Сӑпайлӑх, ырлӑх, ырӑ ӗҫсем ҫинчен ачисен тавракурăмне йӗркелес тӗллевпе ҫак кун Пишпÿлекри "Умка" ача сачĕн "Почемучки" аслӑ ушкӑнӗнче "Сӑпайлӑх ҫӗршывне çул çӳресси" кӑсӑк мероприяти иртнӗ.
Малтан ачасем воспитательпе пӗрле ҫепӗҫ ҫын багажӗнче мӗн пуласси ҫинчен калаҫнă, унтан хаваслӑ вӑйӑсем вылянă. Вӑйӑ йӗркипе ачасем "Ҫепӗҫ ыйтусене" пурнӑҫланă, анчах сӑпайлӑн каланӑ ыйтусене ҫеҫ, унтан ҫепӗҫ юмахсене тавҫӑрса илнĕ, хӑйсене сӑпайлӑ ҫын пек кӑтартма тата ҫывӑх ҫынна пулӑшма кирлӗ лару-тӑрӑва кӑтартнă.
Ачасене ырӑ кӑмӑллӑ сӑмахсем калани, пӗр-пӗрин ҫине хисеплесе, туслӑн пӑхни, сӑпайлӑх кунӗнче ҫеҫ мар, кашни кун кӑмӑла кайнă.
Ҫавӑн пек мероприятисем ачасене этикет нормисем, хӑйсене мӗнле тытмалли, культура правилисем ҫинчен пӗлӗвне пуянлатма пулӑшаҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Умка" ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.