Çутă çул
-1 °С
Юр
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
29 Октябрӗн , 12:04

"Зоо-закладка" пултарулӑх мастерскойӗ

 Кĕнеке страницисем хушшине хумалли закладкăсем илемлӗ, ҫутӑ, тӗрлӗ тӗслӗ пулнă, халӗ вӗсем ача-пӑча учебникӗсенче пурӑнӗҫ.

"Зоо-закладка" пултарулӑх мастерскойӗ
"Зоо-закладка" пултарулӑх мастерскойӗ

Октябрӗн 28-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери библиотекӑсен кунӗ Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн воспитани енӗпе ӗҫлекен директор советникӗ Эльвира Сулейманова 2А класс ертӳҫипе Тамара Федотовапа пӗрле кӗнекесем хушшине хумалли зоо-закладка тӑвас енӗпе пултарулӑх мастерскойӗ йӗркеленӗ.

Вӗренекенсем кӗнеке страницисем хушшине хумалли закладка историйӗ ҫинчен интереслӗ калав итленĕ, вӑл мӗн тума кирлине, унпа мӗнле усӑ курмаллине пӗлнĕ. Унтан пурте закладка-чӗрчунсем тума тытӑнннă.

 Мастер-класс пынӑ май ачасем пултарулӑх, фантази, шухӑш-кӑмӑл палӑртнă.

 Кĕнеке страницисем хушшине хумалли закладкăсем илемлӗ, ҫутӑ, тӗрлӗ тӗслӗ пулнă, халӗ вӗсем ача-пӑча учебникӗсенче пурӑнӗҫ.

#НавигаторыДетства
#Росдетцентр
#ДеньШкольныхБиблиотекНД 

#НавигаторыДетстваРБ

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club210652587

 

 

"Зоо-закладка" пултарулӑх мастерскойӗ
"Зоо-закладка" пултарулӑх мастерскойӗ
"Зоо-закладка" пултарулӑх мастерскойӗ
"Зоо-закладка" пултарулӑх мастерскойӗ
"Зоо-закладка" пултарулӑх мастерскойӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: