Кӗрхи каникул вӑхӑтӗнче ачасем Кистенлĕри Культура ҫуртĕнче пушӑ вӑхӑтне хавасланса ирттернĕ. "Ҫутҫанталӑка сыхласси – тискер чӗрчунсене сыхласси» тематика программи экологи нушисем ҫинчен ачасен пӗлӗвне анлӑлатас, тискер чĕрчунсемпе перекетлӗ хутшӑнусене ӳстерес тӗллевпе иртнӗ. Унта хутшӑнакансем Пӗтӗм тӗнчери чӗрчунсене хӳтӗлемелли кунӗн историйӗ ҫинчен, ӑна тӗнчери тӗрлӗ ҫӗршывсенче уявлани ҫинчен, Раҫҫейри чӗрчунсен шучӗ чакнин сӑлтавӗсем ҫинчен, сайра тӗл пулакан тата ытти чӗрчунсен тӗсӗсем ҫухалассинчен хатӗрленӗ уйрӑм меслетсем ҫинчен пӗлнĕ. Ачасем "Тӗлӗнмелле чӗрчунсем" интеллект вӑййине хастар хутшӑннă, унта хӑйсен тӑван енĕ ҫинчен пӗлӗвне анлӑлатнă, пирӗн тӑрӑхри хӑш-пӗр чӗрчунсем пурӑнни ҫинчен интереслӗ фактсем нумай пӗлнĕ. Ҫавӑн пекех ачасем хӑйсен килти юратнӑ чĕрчунĕсем ҫинчен каласа панӑ, вӗсем ҫинчен уйрӑмах ӑшшӑн калаҫнӑ. Апат памалли памалли пĕчĕк сырăш тунӑ хыҫҫӑн, тырӑ, çăкăр хурса, вӗҫен кайӑксем валли ҫакса хунă.
Халӑх вӑййисем ачасене тата унӑн сывлӑхне комплекслӑ витӗм кӳреҫҫӗ. Халӑх вӑййисенче хускану савӑнӑҫӗ ачасене ӑс-хакӑл пуянлӑхӗпе ҫыхӑнтарать. Вӗсен тӑван ҫӗршыв культурине ҫирӗп, хисеплесе пӑхасси йӗркеленет, патриотла туйӑмсене аталантарма эмоциллӗ лайӑх никӗс пулса тӑрать: тӑван ҫӗршыва юратупа парӑнни. "Чӑваш вӑййисем" вӑйӑ программинче вӑхӑта савӑнӑҫлӑ та усӑллӑ ирттернĕ. "Ҫӗрĕ", "Ҫӑкӑр", "Ҫӗрӗк ҫӑмарта" вӑйӑсем кӑсӑк иртнĕ.
#Детский_досуг
#Охрана_природы
#Фольклорные_игры
#Кистенли_Богдановский_СДК
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.