Çутă çул
-8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
6 Декабрӗн 2024, 13:09

Хушăлкари Екатерина Гурьянова агрогенетикăпа олимпиада финалне тухнă

Олимпиадăн суйлав тапхӑрӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Хушăлкари вăтам шкулта вĕренекен Екатерина Гурьянова пысӑк результат çĕнсе илнĕ те олимпиадӑн ҫурма финалне хутшăнма ченÿ илнĕ.

Хушăлкари Екатерина Гурьянова агрогенетикăпа олимпиада финалне тухнă
Хушăлкари Екатерина Гурьянова агрогенетикăпа олимпиада финалне тухнă


"Иннагрика" агрогенетикăпа Пӗтӗм Раҫҫей олимпиадисен Раҫҫей Вĕренÿпе наука министерствин шкул ачисен олимпиадисен шутне кӗрет. Олимпиадăн суйлав тапхӑрӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Хушăлкари вăтам шкулта вĕренекен Екатерина Гурьянова пысӑк результат çĕнсе илнĕ те олимпиадӑн ҫурма финалне хутшăнма ченÿ илнĕ. Наука ертӳҫи: биологи учителӗ - Н.Е. Васильева.
Олимпиадӑн ҫурма финалне ноябрӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа 23-мӗшӗччен Саратов хулинче ирттернӗ. Екатерина Гурьянова çурма финал призерӗ пулса тӑнӑ та ăна Нижний Новгород хулине декабрӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа 21-мӗшӗччен иртекен олимпиада финалне чӗннӗ.
Эпир ҫак результатпа мăнаçланатпӑр. Екатеринӑпа Надежда Евдокимовнана конкурсра ҫӗнтернӗ ятпа саламлатпӑр. Олимпиада финалӗнче ӑнӑҫлӑ тухса калама сунатпăр!
Сăнÿкерчĕкĕ: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club202011028

 

Хушăлкари Екатерина Гурьянова агрогенетикăпа олимпиада финалне тухнă
Хушăлкари Екатерина Гурьянова агрогенетикăпа олимпиада финалне тухнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: