Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
22 Кӑрлач , 09:37

Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта "Зарница" иртнĕ

Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулти 5-8-мĕш классенче вӗренекенсем хушшинче "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнӗ.

Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта "Зарница" иртнĕ
Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта "Зарница" иртнĕ

Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулти 5-8-мĕш классенче вӗренекенсем хушшинче "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнӗ. "Зарница" - вӗренекенсене ҫарпа патриотла воспитани памалли хатӗрсенчен пӗри, вӑл ачасене эмоцисен тӑвӑлне парнелет, пуҫламӑш çар хатӗрленӗвӗн хӑнӑхӑвӗсене йӗркелет.
5-8-мĕш класра вӗренекенсем вӑй-халпа, ҫаврӑнӑҫулӑхпа, хӑвӑртлӑхпа ӑмӑртнӑ.
Хутшӑнакансем вунă тӗрлӗ тапхӑрта хӑйсен пӗлӗвӗпе тума пултарнине кӑтартнă. Командӑсене маршрут листи панӑ, унта станцисене мӗнле иртмелли условисене лайӑх кӑтартса панӑ. Судьясем кашни станцире очкосене шутласа пынă.
ОБЖпа физкультура преподавателӗ Р.Л. Харисов ачасем валли кӑткӑс та интереслӗ тĕрĕслевсем хатӗрленӗ. Вӑр-вар, пултаруллă пулни, хӑвӑртлӑх, хӑюлӑх тата, паллах, команда хавалӗ ҫамрӑксене пур станцисене те ӑнӑҫлӑ тухма пулӑшнӑ.
Вӑйӑ питӗ туслӑ та йӗркеллӗ иртнӗ. Хутшӑнакансенчен кашниех паян чӑнахах та — "Пӗри пуриншӗн те, пурте пӗриншӗн" пулнине ӑнланнӑ. Пур командӑсем те тапхăрсене тивӗҫлĕ иртнĕ. Пӗри пӗринче лайӑхрах, тепри - тепĕр тĕсре лайăхрах пулнă, пĕтĕм хатӗрленӳ вара пурин те лайӑх шайра пулнӑ.
Пӗтӗм классем вӑййа интересленсе те хӗрӳллӗ хутшӑннӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public206548118

 

 

Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта "Зарница" иртнĕ
Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта "Зарница" иртнĕ
Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта "Зарница" иртнĕ
Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта "Зарница" иртнĕ
Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта "Зарница" иртнĕ
Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта "Зарница" иртнĕ
Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта "Зарница" иртнĕ
Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта "Зарница" иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: