Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ӗҫ учителӗсемпе, Тӑван çӗршыва сыхлассипе хӑрушсӑрлӑх никӗсӗсем вĕрентекенĕсемпе тӗл пулу йĕркелеме хушнӑ. Кун пек ӗҫе регион ертӳҫи тунтикун правительствӑн оперативлӑ канашлӑвӗнче панӑ.
"Вырӑс географи обществин Пушкӑртстан уйрӑмӗн ларӑвне эпир юлашки хут ирттернӗ чухне географи учителӗсемпе калаҫмалли ҫинчен асӑрхарӑмӑр. Географи учителӗсем — тӗп проповедниксем, несӗл тӑрӑхӗнчи илемлӗхпе пуянлӑхсемпе паллаштаракансем. Эпир вӗсемпе ӗҫлемен. Эпӗ ҫапла шутлатӑп: географи учителӗсемпе тӗл пулнисĕр пуçне, эпир тата хӑрушсӑрлӑх никӗсӗсемпе Тӑван çӗршыва сыхласси тата ӗҫ учителӗсемпе тӗл пулӑпӑр. Вӗсем пирӗн ҫамрӑксен пуҫне питӗ хаклӑ япаласем хывакан ҫынсем", - тенӗ Радий Хабиров.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.