Февралӗн 23-мӗшӗнче Пишпÿлек районӗнчи вӑтам шкулсенчи 10-мĕш класра вĕренекенсем вӗренӳ пухӑвне Чишма районӗнчи "Авангард" вӗренӳпе методика центрне кайнă. Ку сборсем "Пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗ" вӗренӳ программи шайӗнче иртеҫҫӗ тата мартăн 1-мӗшӗччен тӑсӑлаççĕ.
Аслӑ класра вӗренекенсем ҫарпа патриотла воспитани памалли теорипе практика аспекчӗсемпе те хастар ӗҫлӗҫ. Ҫакӑн пек мероприятисене хутшӑнни ачасене пӗлӗве тарӑнлатма ҫеҫ мар, ҫарта тата обществӑра малашнехи службӑра пулма кирлӗ хӑнӑхусене аталантарма та пулӑшать.
Ҫула тухса каяс умӗн район Совечӗн секретарӗ Вадим Валиуллович Булатов ачасене ҫул ҫинче ӑнӑҫу суннă. Вӑл ҫамрӑк ҫынсем ҫар ӗҫне ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухасса, ҫӗннине нумай пӗлессе тата киле паттӑр та шанчӑклӑ таврӑнасса шанинне палăртнă. Ҫак пухусем вӗсен ҫитӗннӗ тата граждан позицине йӗркелес тӗлӗшпе пĕлтерĕшлĕ тапхӑр пулса тӑрӗҫ.
Ирина ФОМИНА.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Ирина Фомина.