0 °С
Пӗлӗтлӗ
Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен кунĕ умӗн Михайловкăри вăтам шкулти 8 — 11-мĕш классенче вĕренекен арçын ачасем хушшинче "Зарница" вӑйӑ иртнӗ.
Ачасем хӑйсен пӗлӗвӗпе хăнăхăвĕсене тӑхӑр тапхӑрта кӑтартнӑ. Кашни тӗрӗслеве иртме тӳсӗмлӗх кӑна мар, командӑра ӗҫлеме те, стресс условийӗсенче тĕрĕс решени йышӑнма та, ҫӗнӗ задачӑсене хӑвӑрт хӑнӑхма та кирлӗ пулнӑ.
Вӑр-вар, пултарулӑх, хӑвӑртлӑх, хӑюлӑх ачасене пур станцисене те ӑнӑҫлӑ иртме пулӑшнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Михайловкăри вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.