Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
4 Мартӑн , 10:38

Тӗрӗс калама вӗрентет

Ачан таса та хутла калаҫӑвӗ "Улыбка" ача садӗнчи учитель-логопедăн Оксана Метелеван ӗҫӗнче тĕп вырăн йышăнать.

Тӗрӗс калама вӗрентет
Тӗрӗс калама вӗрентет

Ачан таса та хутла калаҫӑвӗ "Улыбка" ача садӗнчи учитель-логопедăн Оксана Метелеван ӗҫӗнче тĕп вырăн йышăнать.

Пирӗн ҫемьере пӗр-пӗрин хыҫҫӑн виҫӗ ывӑл ҫитӗнеҫҫӗ, вӗсенчен аслӑ Арслан 2-мӗш класра вӗренет, кӗҫӗннисем Даниярпа Рустам Пишпÿлекри "Улыбка" ача садне ҫӳреҫҫӗ. Тӑватӑ ҫулхи Данияр хӑш-пӗр саспаллисене кӑшт ҫеҫ тĕрĕс маар калатчĕ, ҫитменнине тата кӑшт селӗпрех те калаçать. Килте кашни кунах, ача садне кайичченех, калаҫура тунӑ йӑнӑшсене тӳрлетме хӑтланса пӑхрăмăр, анчах ку питех те усса каймарĕ. Ача ҫавӑнтах кутӑнлашма, макӑрма пуҫлатчĕ. Пирӗн лару-тӑру «Улыбка» ача садне çÿре пуçласан тӗпренех улшӑнчӗ. Данияра кунта професси логопечӗ Оксана Владимировна Метелева вӗрентме пуҫларĕ. Лару-тӑру та тӗпренех улшӑнма пуҫларӗ: ывӑлӗн таса та тӗрӗс сӑмахӗ халӗ ҫемье членӗсене те, нумай йышлă тӑвансене те савӑнтарать кӑна!

— Эпӗ учитель-логопед — манӑн кӑмӑл, чун-чӗрен шалти туйӑмӗ, кашни ачана хутла калаҫма пулӑшас тата вӗрентес кӑмӑл, — тунмасть Оксана Владимировна. — Манӑн професси питӗ лайӑх: ман куҫ умӗнче пӗчӗк ҫын улшӑнса пырать, унӑн майӗсем сарӑлаҫҫӗ, сӑмахĕсем пуянланса пыраççĕ. Ачан таса, хутла, тӗрӗс сӑмахӗ ҫакӑ пулать те ӗнтӗ манӑн ӗҫӗн юлашки результачӗ. Ҫакӑн патне ҫывхаратӑп та, тӑрӑшатӑп та, ача кашни пӗчӗк ҫӗнтерӗвӗшӗн савӑнатӑп. Ачасене хамӑн чӗре ӑшшине, чун ӑшшине панӑ май, тӳрех калатӑп: «Эпӗ хам вырӑнта!» Ачасен ҫитӗнӗвӗсемшӗн яланах калама ҫук савӑнатӑп, профессие эпӗ тӗрӗс суйласа илнине ӗненетӗп, вӑл маншӑн чи кирли.

Оксана Метелева райцентрти ача сачӗсенче ӗҫленĕ педагогика стажӗ вӑтӑр пилӗк ҫул ытла шутланать. Ҫак вӑхӑтра вӑл опытлӑ педагог-логопед пулса тӑнă. Унӑн тӗрӗс калаҫмалли урокӗсем ҫак хушӑра вуншар теçетке пӗчӗк воспитанниксем иртнĕ. Оксана Владимировнана хӑйӗн воспитанникӗсен ҫитӗнӗвӗсемшӗн Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен уявӗ умӗн ашшӗ-амӑшӗсенчен тав сӑмахӗсем илтме питӗ кӑмӑллӑ пулӗ тесе шутлатӑп.

Эльвина АХМЕТШИНА.

Сӑнӳкерчӗкĕсем: Оксана Метелеван архивӗнчен.

Тӗрӗс калама вӗрентет
Тӗрӗс калама вӗрентет
Тӗрӗс калама вӗрентет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: