Çутă çул
+6 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
13 Мартӑн , 12:46

"Улыбка" ача садĕнчи "Чӳрече янахĕ ҫинчи пахча"

Пишпÿлекри "Улыбка" ача сачӗн "Затейники" вӑтам ушкӑнри ачасемпе воспитательсем тӑпра, вӑрлӑх, калча ещӗкӗсем хатӗрленĕ.

"Улыбка" ача садĕнчи "Чӳрече янахĕ ҫинчи пахча"
"Улыбка" ача садĕнчи "Чӳрече янахĕ ҫинчи пахча"

Пахча лартрӑмӑр, пӑхӑр-ха, мӗн ӳсет!
Эпир пӑхӑпӑр, шӑварӑпӑр.
Калчасене харӑссӑн сӑнӑпӑр!

Хӗл пӗтрӗ. Хӗвел ҫӳлерен те ҫӳлерех хӑпарать. Калча ҫитӗнтермелли вӑхӑт ҫитрӗ.
"Чӳрече янаххи ҫинчи пахча" - ӳсентӑрансене мӗнле пӑхмаллине, ҫутӑ, ӑшӑ, ӳсентӑрансем ӳсме тӑпра кирлӗ пулнине ачасене ăнлантармалли питӗ лайӑх меслет.
Пишпÿлекри "Улыбка" ача сачӗн "Затейники" вӑтам ушкӑнри ачасемпе воспитательсем тӑпра, вӑрлӑх, калча ещӗкӗсем хатӗрленĕ. Ачасем ӳсентӑрансене лартмалли ҫӗре киленсех тӗпченĕ, мини-парниксене вырнаҫтарса лартнӑ та вӑрлӑхсене интересленсе пӑхса тухнă.
Чи малтан лармаллисем - сухан, помидор, тӗрлӗ тӗслӗ чечексем. Ачасем февралтех лартнӑ сухан епле ӳснине курма ҫав тери кӑмӑллӑ.
Чӳрече ҫинче ӳсентӑран ҫитӗнтерни ачасене ӑнлануллӑ аталантарассинче пысӑк пӗлтерӗшлӗ.
Ачасем "Чӳрече янаххи ҫинчи пахчара" киленсе ӗҫленине, кашни кунах хӑйсен ӗҫӗн результачӗсене сӑнанине курма мӗн тери кӑмӑллӑ.
#деньзаднем
#УлыбкаБижбуляк

Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри "Улыбка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public218299771

 

 

"Улыбка" ача садĕнчи "Чӳрече янахĕ ҫинчи пахча"
"Улыбка" ача садĕнчи "Чӳрече янахĕ ҫинчи пахча"
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: