Майӑн 14-мӗшӗнче «Дюймовочка» ача сачӗн комбинациленӗ ушкăнĕ Пишпÿлекри пушар чаҫне экскурсие кайнӑ. Ҫакӑн пек экскурсисем шкулчченхи ачасене пушар профессийӗпе ҫывӑхрах паллашма, ҫавӑн пекех вутпа хӑрушсӑртарах тыткаламалли правилӑсем ҫинчен пӗлĕвне ҫирӗплетме пулӑшаҫҫӗ.
Ачасем ҫак мероприятие интересленсе, вӑйлӑ кӑмӑл-туйӑмпа тата кӑсӑкланса пӑхнă. Пурте кӗтнĕ, хатӗрленнĕ, стена хаҫачӗ кӑларнă.
Ачасене пушар ҫаннисене тата ҫӑлавçăсене кирлӗ ытти инструментсене кӑтартнă, вĕсем мӗн тума кирли ҫинчен каласа панă. Тӗтӗмпе хуралнӑ пӳлӗмсенче усӑ куракан ҫӑлӑнмалли аппаратсемпе паллашнă.
Ачасем хĕпĕртесе шлемсене виҫнĕ, пушар машинисене пӑхнă.
- Пирӗн ача сачӗ пушар чаҫӗн сотрудникӗсене интереслӗ экскурсишӗн тав тӑвать! Пушар хӑрушсӑрлӑхӗ — пирӗн ачасен пурнӑҫӗпе сывлӑхне упраса хӑвармалли тӗп условисенчен пӗри вӗт!
#ПроектМирБезОпасности
#пожарнаябезопасность
Сăнÿкерчĕкĕсем: «Дюймовочка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.