Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулти 5-8,10-мĕш классенче вӗренекенсем педагогсемпе пӗрле пахча ҫимӗҫ культурисене лартма шкул ҫумӗнчи участока харӑс тухнӑ. Ҫӗрулми, сухан, кишӗр, кӑшман лартнӑ.
Шкул ҫумӗнчи участокран ҫитӗнтернӗ пахчаҫимӗҫсемпе ачасене вӗри апат пĕçернĕ чухне усӑ курӗҫ. Пахчана пăхса тăраççĕ, лайӑх тухӑҫпа савӑнтартӑр тесе.
Пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ: чечексемпе декоративлӑ пайсене хӑтлӑх кĕртнĕ, садра хӑрнӑ йывӑҫ турачӗсене тирпейленӗ.
Хамăрăн ӗҫӗн результатне курма кӑмӑллӑ, ку ӗҫе кашниех хӑйӗн чĕре ӑшшин пӗр пайне кӗртнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.