Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта «Рюкзаксӑр кун» позитивлӑ акци иртнӗ.
Ачасене хӑйсен шкула çÿремелли рюкзакӗсене креативлӑ улӑштарма сӗннĕ.
Ҫак кун шкулти хӑнӑхнӑ портфель е рюкзак вырӑнне вĕренекенсем учебниксене, тетрадьсене, шкулти ытти хатӗр-хӗтӗрсене, кам мӗнпе илсе килме пултарнă, илсе килнĕ!
Мӗнле кӑна идейӑсем пулман! Кашни тенӗ пекех шкула кайма хатӗрлесе хунӑ япаласене килте тупма пултарнӑ. Мӗн кӑна курмарӑмӑр эпир! Картон курупка, минтер, дипломат, инструментсемпе каска ещӗкӗ, ҫавӑн пекех чемодансемпе кӗпе-йӗм карҫынккисем, ку ачасем сумкӑсемпе рюкзаксем вырăнне усӑ курнӑ япаласен мĕнпур списокӗ мар.
Ҫак акцие хутшӑнни ачасен асар-писер эмоцисен тӑвӑлне хускатнă, вӗренӳ кунне тӗрлӗ енлӗн аталантарнă, вӗренекен ачасене ҫеҫ мар, учительсене те лайӑх кӑмӑл-туйӑмпа авӑрланă!
#НавигаторыДетства
#НавигаторыДетства
#Росдетцентр
#ДеньБезРюкзака
#БижбулякскийРайон
#МОБУСОШ3
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.