Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Вĕрентÿ
26 Майӑн 2025, 07:11

Хушăлкари вăтам шкулта Юлашки шӑнкӑрав уявӗ иртнӗ

Майӑн 24-мӗшӗнче Хушăлкари вăтам шкулта Юлашки шӑнкӑрав уявӗ иртнӗ.

Хушăлкари вăтам шкулта Юлашки шӑнкӑрав уявӗ иртнӗХушăлкари вăтам шкулта Юлашки шӑнкӑрав уявӗ иртнӗ
Хушăлкари вăтам шкулта Юлашки шӑнкӑрав уявӗ иртнӗ

Майӑн 24-мӗшӗнче Хушăлкари вăтам шкулта Юлашки шӑнкӑрав уявӗ иртнӗ. Чаплӑ линейкăра уяв ячӗпе Пишпÿлек администрацийӗн ӗҫсен управляющийӗ А.В. Макаров, Хушăлка ял Совечӗн пуҫлӑхӗ В.В. Тимофеев, ветерансен канашӗн председателӗ А.Г. Женжуров, «Паттӑрлӑх» ВКП ертӳҫи Н.И. Петров саламланă. Ырӑ сӑмахсем шкултан вӗренсе тухакансене шкулăн директорӗ И.В. Газизов, пӗрремӗш учитель Л.И. Борисова, класс ертӳҫи О.К. Никитина тухса каланă. Чи пӗчӗккисенчен те ырă сăмахсем – 1-мĕш класра вӗренекен ачасенчен, вĕсен ҫак ҫула иртмелле-ха, ырӑ сунса «Пуласлӑх самолечӗсем» вӗренсе тухакансене парнеленӗ.

Хире-хирĕç сӑмахра вӗренсе тухакансем учительсене, ашшӗ-амӑшĕсене тата шкул работникӗсене тав туна. Ҫавӑн пекех  Пишпÿлекре ачасемшӗн ҫурхи бал пулнă.

Ҫак кун шкултан вӗренсе тухакансемшӗн савӑнӑҫлӑ та ҫав вӑхӑтрах салхуллӑ, халӗ ачасемшӗн питӗ паха событисемпе, интереслӗ вӗренӳпе, малтанхи ҫӗнтерӳсемпе тата ҫитӗнӳсемпе тулнӑ шкул ҫулӗсем хыҫа тӑрса юлнă. Малта вӗренсе тухмалли экзаменсене панӑ йывӑр та яваплӑ вӑхӑт кӗтет. Эпир шкултан вӗренсе тухакансене ЕГЭра лайӑх результатсем сунатпӑр!

Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club202011028

 

 

Хушăлкари вăтам шкулта Юлашки шӑнкӑрав уявӗ иртнӗ
Хушăлкари вăтам шкулта Юлашки шӑнкӑрав уявӗ иртнӗ
Хушăлкари вăтам шкулта Юлашки шӑнкӑрав уявӗ иртнӗ
Хушăлкари вăтам шкулта Юлашки шӑнкӑрав уявӗ иртнӗ
Хушăлкари вăтам шкулта Юлашки шӑнкӑрав уявӗ иртнӗ
Хушăлкари вăтам шкулта Юлашки шӑнкӑрав уявӗ иртнӗ
Хушăлкари вăтам шкулта Юлашки шӑнкӑрав уявӗ иртнӗ
Хушăлкари вăтам шкулта Юлашки шӑнкӑрав уявӗ иртнӗ
Хушăлкари вăтам шкулта Юлашки шӑнкӑрав уявӗ иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас