"Дюймовочка" ача сачӗн Йăлпăлакри филиалĕнчи "Пчелка" тӗрлӗ ҫулти ушкӑнра вӗренсе тухнин балĕ иртнӗ. Ача садӗнче вӗренсе тунин балĕ - мӗнпур уявсенчен чуна чи пырса тивекен, чи асран кайми бал, ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗсемшӗн питӗ пысӑк уяв. Ӗнер ҫеҫ ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене ача садне илсе килнӗ пек, паян сывпуллашма вӑхӑт ӗнтӗ.
Вӗренсе тухнин утренникне хатӗрленни питӗ хумхануллӑ та яваплӑ пулнă. Уявра юрӑсем те, ташӑсем те, вӑйӑсем те, паллах, парнесем те пулнӑ. Вӗренсе тухакансем валли сюрприз - Яга Карчӑк килсе тухни пулнӑ.
Уяв вӗҫӗнче ачасене ача садӗнчен вӗренсе тухнӑ ятпа ача сачӗн заведующийӗ Ляйсан Минигалеевна Латыпова саламланă, вӗсен пурнӑҫӗнчи чи малтанхи наградӑсем, ҫавӑн пекех парнесем панă.
Пирӗн ача садĕнчен вӗренсе тухнӑ хӗрачасем ача сачӗпе сывпуллашнă, малта вӗсен ансат ҫул, ҫитӗннӗ шкул пурнӑҫӗн тӗнчи, ан тив, ҫутӑ ҫул пултӑр вӗсен!
Сăнÿкерчĕкĕсем: "Дюймовочка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.