Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
11 Июнӗн , 11:41

Ҫӗршыв пуласлӑхӗ вӗсен аллинче

Патшалӑх аттестаци итогӗн кӑтартӑвӗсем ачасемпе ашшĕ-амăшсене ҫеҫ мар, пире те савӑнтараҫҫӗ.

Ҫӗршыв пуласлӑхӗ вӗсен аллинче
Ҫӗршыв пуласлӑхӗ вӗсен аллинче

 

Патшалӑх аттестаци итогӗн кӑтартӑвӗсем ачасемпе ашшĕ-амăшсене ҫеҫ мар, пире те савӑнтараҫҫӗ.

Пушкӑрт Республикинчи 72 стобальникрен историпе, литературӑпа тата химипе ЕГЭ çÿллĕ кӑтартӑвӗсем илнисен хушшинче иккĕшĕ Пишпÿлекри 2-мĕш вӑтам шкултан вӗренсе тухакансем те пур. Ку Динар Адеев тата Андрей Макеев. Вӗсем 100 балл илнӗ. Артем Михайлов 99 балл, Максим Юженинов — 90 балл. Вӗсем пурте чи кӑткӑс предметпа — химипе пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ!

Ҫак ҫитӗнӳсем — ачасем хӑйсем ҫине тӑрса ӗҫлени кӑна мар, вӗсен наставникӗн Лилиана Рафаэльевна Ялалован та тăрăшулăхĕ, ачасене пур ӗҫре те пулӑшакан ашшӗ-амӑшӗсен кӑтартӑвӗсем.

— Ачасем пуҫламӑш классенчех таврари тĕнче, хими, биологи тӗлӗшпе пысӑк интрес кӑтартнӑ. Эпӗ 9-мӗш класран пуçласа 11-мӗш класс таран ачасене вӗрентрĕм, — каласа парать Лилиана Ялалова. — Ачасем олимпиадӑсене хутшӑнатчĕç, Раҫҫейри медицина аслӑ шкулӗсене вӗренме кӗме тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсен хастарлӑхӗпе ҫитӗнӳ тума ӗмӗтленни мана тӗлӗнтерет, мӗншӗн тесен вӗсен калама ҫук тӗллев, вӑйлӑ мотиваци тата ҫирӗп характерĕсене палӑртаҫҫӗ, тӑтӑшах спорт тренировкисене ҫÿреççĕ. Вӗсем ялан тӑрӑшнине тата тухӑҫлӑ вӗренме пӗлнине пула пысӑк ҫитӗнӳсем турӗҫ. Хальхи шкул ачисен шкул программин чиккисене анлӑлатмалла тата тӗнчери вӗренӳ пӗрлешӗвне хастар хутшӑнмалла тесе шутлатӑп. Паллах, вӗсен аталанӑвне пысӑк пулӑшу тата витӗм ашшӗ-амӑшӗсем кӳреççĕ.

Тата каччăсем спортпа та активлӑ хутшăнни ҫинчен хушса калас килет: Динар — шахматист, Андрей тӑтӑшах тренажер залне ҫӳрет.

— Чаплӑ ачасем, вӗренӳ вӑхӑтӗнче кӑна мар, шкул тулашӗнче те питӗ хастарскерсем, пур субботниксене те, пур мероприятисене те хутшӑнаççĕ, — пӗлтерчӗ класс ертӳҫи Наталья Геннадьевна Николаева. — Эпир вӗсемпе пиллӗкмӗш класран. Туслă класс, вӗсен хӑйсен атмосфери, кунта яланах продуктивлӑ лару-тӑру, юлташла микроклимат пур, пӗр-пӗрне яланах пулӑшаҫҫӗ.

Ачасен хастарлӑхӗ вӗренӳре тата общество ӗҫӗнче кӑна мар палӑрать. Ачасем нумайӑшӗ спортпа туслашаҫҫӗ, кружоксемпе секцисене ҫӳреҫҫӗ, тӗрлӗ конкурссемпе олимпиадӑсене хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсен хастарлӑхӗ, ҫӗнӗ пӗлӳсемпе ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлни тӗлӗнтерет. Наталья Геннадьевна хӑйӗн вӗренекенӗсен ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен мӑнаçланса каласа парать. Вӗсем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленине пула ҫакӑн пек пысӑк ҫитӗнӳсем тӑвасса шанать вӑл. Ҫак хавхалануллӑ та хӑйне хӑй шанакан ачасем ҫине пӑхсан, пирĕн пуласлӑх вĕсен аллинче иккенне ӑнланатӑн.

Ҫак ҫӳллӗ баллсем пулас ҫитӗнӳсем валли ҫирӗп никӗс пулччӑр, шкулта илнӗ пӗлӳ вара чи хӑюллӑ ӗмӗтсене пурнӑҫлама пулӑшчӑр! Ҫӗршыв пуласлӑхӗ шанчӑклӑ алӑра! Ҫак сӑмахсенче вӗрентсе калани ҫеҫ мар, пысӑк пурнӑҫ çулĕн алӑкӗнче тӑракан ӑрӑва чунтан ӗненни те янӑрать. Кашни тупӑшра, кашни "пиллӗк" паллăра медальшӗн тӑрӑшса ӗҫлени, ыйхӑсӑр ирттернӗ каҫсем, пурне те пӗлесшӗн ҫунни, открытисен иксӗлми уçлăхĕ тӑрать. Шкул характера пиҫӗхекен плацдарм пулса тӑрать, тавракурӑм йӗркеленет, професси интересӗсен малтанхи ӳсӗмӗсем ҫуралаҫҫӗ.

Ҫакна асра тытмалла: баллсем — ӑс-тӑн пӗлӗвӗсене палӑртни ҫеҫ, анчах чӑн-чӑн хаклӑхĕ илнĕ пĕлÿпе практикӑра усӑ курма, критикӑлла шухӑшлама тата яланах аталанма пӗлнинче. Таврари тӗнче хӑвӑрт улшӑнать, ҫӗнӗлле вӗренме, лару-тӑрӑва адаптацилеме тата хӑйсен идейисене пурнăçа кĕртме хатӗррисем ҫеҫ ӑнӑҫу тума пултараҫҫӗ.

Галина ВАРИКОВА.

Сӑнӳкерчӗкӗсем: Андрей Макеевпа Динар Адеевӑн архивĕсенчен.

 

Пушкӑрт Республикин Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров: «Юлашки ҫулсенче олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисен, экзаменра çĕр балл илекенсен шучӗ ӳсни, пирӗншӗн лакмус хучӗ пулса тӑрать, шкул вӗренӗвне модернизацилес енӗпе тунӑ мӗнпур ӗҫсем терĕс пулнине кӑтартса пани маншӑн чи кирли. Малалла кайӑпӑр — анчах та ӗҫ нумай-ха».

Регион Пуҫлӑхӗ палӑртнӑ тӑрӑх, чи пӗлтерӗшлӗ тӗллевсенчен пӗри — 31 шкула президент программипе тĕп юсав туни, улттӑшне 2024 ҫулта вӗҫленӗ тата 2025 ҫулта 25 шкула вӗҫлемелле. Ҫавӑн пекех тӑхӑр пине яхӑн вырӑнлă сакӑр шкула хута яма палӑртнӑ, вĕсене «Вӗренӳ» нацпроект тӑрӑх тӑваҫҫӗ.

 

 

 

Андрей Макеев:

— Экзамена эпӗ хамӑн пӗлĕве шанса кайрăм, мӗншӗн тесен 8-мĕш класран пуҫласа вебинарсенче, репетиторсемпе ҫине тӑрса вӗренеттӗм, медицина университетне вӗренме кӗме шутларӑм вӗт. Аудиторире КИМ илсен тӳрех лӑплантăм, пурне те пӗлнине ӑнлантăм. Эпӗ тӑрӑшни ахалех иртменшӗн савӑнатӑп.

 

Динар Адеев:

— Шкулти занятисемсӗр пуҫне, Екатерина Строганова патӗнче «100бальный репетитор» онлайн-шкулта хушма хатӗрлентĕм. Экзаменсем умӗн нимӗн чухлӗ те пӑлханмарăм, пӗр заданире кӑна иккĕлентĕм, 97 балла яхӑн пухатӑп тесе шутланăччĕ, анчах та 100 балл илтĕм. Медицина енĕпе вĕренме кӗме шутлатӑп. ЕГЭ хатӗрленекенсене пурне те хушма вӗренме тата пурте лайăх пуласса шанма канаш паратӑп.

Ҫӗршыв пуласлӑхӗ вӗсен аллинче
Ҫӗршыв пуласлӑхӗ вӗсен аллинче
Ҫӗршыв пуласлӑхӗ вӗсен аллинче
Автор: Марина Иванова
Тегсем: егэ100 балл
Читайте нас