-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пишпÿлекри «Умка» ача сачӗн пĕчĕккисен ушкăнĕнче ҫитӗннисем те, ачасем те юратакан тутлă апата халалланӑ уйрӑм кун пулнӑ. Ачасемшӗн мороженӑй — яланах пылак апат тата савӑнӑҫ!
Ачасем мороженӑй мӗнрен тата мӗнле тунине, мороженӑй питӗ тутлӑ апат кӑна мар, усӑллӑ та иккенне пӗлнĕ. Вӗсем хӑйсен юратнӑ мороженӑйӗсем ҫинчен те каласа панă. Пĕри шоколадлине, тепри — ҫӗр ҫырлиллине ытларах юратать.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Умка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.