

Июнӗн 16-мӗшӗнче çамрӑксен «Вектор» центрӗнче «Çуллахи каникул хӗвелӗ айӗнче» кӑнтӑрла пулмалли ачасен площадки ĕçлеме пуçланă.
Малтанхи кун ачасем вожатӑйпа та пӗр-пӗринпе паллашнă.
Вожатӑйсем ачасене площадка ҫинчен, унта мӗнле пурӑнмалли ҫинчен каласа панă.
Ирхине ачасем зарядка тунă, площадкăра вылянă, кӑранташсемпе ӳкернĕ, Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен паркне экскурсие кайнă, ҫул ҫинче вӑрманта ÿсекен сайра чечексем тӗл пулнă.
Малта ачасене интереслӗ те пĕлÿллĕ кунсем нумай кӗтеҫҫӗ.
#ПодСолнцемЛетнихКаникул2025
#МирНаПланетеБижбуляк
#РоссияСтранаВозможностей
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрӑксен «Вектор» центрӗн социаллă сетьри страницинчен.