Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
26 Июнӗн , 10:58

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта çуллахи лагерь уçăлнă

Лагерь июлӗн 24-мӗшӗччен ӗҫлет.

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта кăнтăрлахи лагерь уҫнӑ. Ҫуллахи каникулӑн ҫӗнӗ илӗртӳллӗ тапхӑрӗ пуҫланнине пӗлтерекен тахҫантанпах кӗтнӗ ҫутӑ пулăм.
Лагерь июлӗн 24-мӗшӗччен ӗҫлет.
Кӑҫал «Раҫҫей ăмӑрткайӑкӗсем. Ҫичӗ ту тӑрри» çул-йĕре суйласа илнĕ.
Шкул территорийӗнче иртенпех савӑнӑҫ, кулу тата интереслӗ мыскарасем пуласса систерекен атмосфера пуҫланнă. Ҫӗршер ача кулли, янӑравлӑ сасăсем, пӗр харӑссӑн калаҫни чӑн-чӑн ҫулла пуҫланнине  кӑтартса панă.
Кун программи тулăх та интереслӗ пулнă. Ирхи зарядка ачасене вӑранма, хавхаланма, кӑмӑл-туйӑма лайӑхлатма пулӑшнă. Тутлӑ та усӑллӑ апат кунӗпех вӑй-халлă  пулма май панă.
Отрядсем хӑйсен кабинечӗсене йӗркеленӗ, юрӑсемпе ташӑсем вĕреннĕ, спорт вӑййисем вылянӑ.
4-мĕш тата 5-мĕш отрядсем Ситекпуç ялӗнчи форель фермине ҫитсе курнӑ, Р.В. Тиманкин пĕви патне кӗнӗ, унта администраци пуҫлӑхӗпе Артур Мухлисовичпа тӗл пулнӑ. Вӑл ачасене лайӑх та усӑллӑ канма суннă.
#Бижбуляк2школа
 
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
 
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта çуллахи лагерь уçăлнă
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта çуллахи лагерь уçăлнă
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта çуллахи лагерь уçăлнă
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта çуллахи лагерь уçăлнă
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта çуллахи лагерь уçăлнă
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта çуллахи лагерь уçăлнă
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта çуллахи лагерь уçăлнă
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта çуллахи лагерь уçăлнă
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта çуллахи лагерь уçăлнă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас