Çирĕклĕри ял клубӗнче ачасен кану площадкинче «Тупмалли юмахсемпе ребуссен асамлӑ ҫӗршывне çул çÿрени» иртнӗ.
Площадкӑна хутшӑнакансем асамлӑ самолетпа тӗрлӗ станцисене ҫитсе тӗлӗнмелле ҫулҫӳреве тухма пултарнă.
Пӗрремӗш чарӑну «Загадкино» пулнӑ, унта ачасем тупмалли сăмахсен тупсӑмӗсене тупассипе ӑмӑртнӑ, ӳкерчӗксенче уйрӑмлӑхсем тупнӑ, хӑйсен ӑс-хакӑлне аталантарнӑ. Унтан самолет «Шашкино» анса ларнӑ, унта ачасем хаваспах шашкӑлла вылянӑ.
Тепӗр станци - «Скороговоркино», унта ачасем хӑйсен калаҫӑвне тата логика шухӑшлавне аталантарса кӑткӑс скороговоркӑсем вӗреннӗ, тепӗр хут каланӑ.
Унтан «Играйкино» станцинче пулнă, унта хастар вылянă, хӑйсен вӑй-халне, команда кӑмӑлне аталантарнă.
Ҫул ҫӳреве хутшӑннисем пурте ырӑ туйӑмсемпе кăмăлсем, ҫӗнӗ пӗлӳсемпе хӑнӑхусем нумай илнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.