Çутă çул
+23 °С
Облачно
Вĕрентÿ
10 Июля 2025, 06:34

Пиллӗкмӗш чӗрӗк вӑл - каникулпа кану кӑна мар, ӗҫ те

Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта вӗренекенсем 5-мӗш класран пуçласа шкул ҫумӗнчи территорире ӗҫ практики иртеҫҫӗ.

Пиллӗкмӗш чӗрӗк вӑл - каникулпа кану кӑна мар, ӗҫ теПиллӗкмӗш чӗрӗк вӑл - каникулпа кану кӑна мар, ӗҫ те
Пиллӗкмӗш чӗрӗк вӑл - каникулпа кану кӑна мар, ӗҫ те
Пиллӗкмӗш чӗрӗк вӑл - каникулпа кану кӑна мар, ӗҫ те. Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта вӗренекенсем 5-мӗш класран пуçласа шкул ҫумӗнчи территорире ӗҫ практики иртеҫҫӗ. Ирех 5-мӗш ӗҫ отрячӗн, «Орлята России» кӑнтӑрлахи лагерӗн 20 ачи ирхи зарядка туса, тутлӑ ирхи апат çисе хӑйсен ӗҫ вырӑнӗсем патне утаҫҫӗ. Ӗҫ фрончӗ питӗ анлӑ. Опытлӑ воспитательсем  Валентина Евгеньевна Ивановапа  Зилара Ришатовна Галеева ертсе пынипе ачасем шкул таса та илемлӗ пултӑр тесе шкул лаптăкне тирпейлес, ешӗллетес, йӑрансене ҫумлас, эмел курӑкӗсем пухас тата ытти ӗҫсене те пурнӑҫлаҫҫӗ. Кӑҫал ҫанталӑк ӑнӑҫлах пулмарӗ, анчах ҫакӑн пек кунсенче те «пыл хурчӗсем» шкул ӑшӗнче малалла ӗҫлеҫҫӗ. Чечексене шӑвараҫҫӗ, библиотекаре пулӑшаҫҫӗ.
СВО зонинчи пирӗн боецсене ачасем питӗ пысӑк пулӑшу параҫҫӗ; маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ, «Кикимора» костюмӗ ҫыхма вӗренеҫҫӗ, чей валли курӑксем типӗтеҫҫӗ.
Вӑт ҫавӑн пек Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта патриотсем ӳсеҫҫӗ. Маттур ачасем, ҫапла тытмалла!
#ЛДПОрлятаРоссии
#Бижбуляк3школа
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
 
 
Пиллӗкмӗш чӗрӗк вӑл - каникулпа кану кӑна мар, ӗҫ те
Пиллӗкмӗш чӗрӗк вӑл - каникулпа кану кӑна мар, ӗҫ те
Пиллӗкмӗш чӗрӗк вӑл - каникулпа кану кӑна мар, ӗҫ те
Пиллӗкмӗш чӗрӗк вӑл - каникулпа кану кӑна мар, ӗҫ те
Пиллӗкмӗш чӗрӗк вӑл - каникулпа кану кӑна мар, ӗҫ те
Пиллӗкмӗш чӗрӗк вӑл - каникулпа кану кӑна мар, ӗҫ те
Пиллӗкмӗш чӗрӗк вӑл - каникулпа кану кӑна мар, ӗҫ те
Пиллӗкмӗш чӗрӗк вӑл - каникулпа кану кӑна мар, ӗҫ те
Пиллӗкмӗш чӗрӗк вӑл - каникулпа кану кӑна мар, ӗҫ те
Автор:Марина Иванова
Читайте нас