Августӑн 28-мӗшӗнче Пишпÿлекри Культура керменӗнче районти педагогика ӗҫченӗсен августри канашлӑвӗнче иртнӗ вӗренӳ сезонӗн пӗтӗмлетӗвӗсене тишкернĕ, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче вӗрентӗве аталантармалли приоритетлӑ тӗллевсене палăртнă.
Пӗтӗм ҫӗршывӗпе шкул шӑнкӑравӗсем янӑрарӗҫ, ҫуллахи каникул хыҫҫӑн ачасемпе вӗрентекенсене уроксене йыхравларĕç. Иртнӗ вӗренӳ ҫулӗ мӗнле пулни, педколлективсем хӑйсен вӗренекенӗсемпе мӗнле ҫитӗнӳсем туни, вӗсен мӗнпе ӗҫлемелли ҫинчен районти пысӑк Педканашлура 2025-2026 ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланас умӗн пӗлтернĕ. Культура керменӗн фойинче пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулсен, ача сачӗсен тата ача-пӑча пултарулӑх центрӗн коллективӗсен хӑйне евӗрлӗ тата шухӑшласа кӑларнӑ илемлӗ те пӗлтерӗшлӗ куравӗсемпе паллаштарнă. Ҫак районти педагогика канашлӑвне район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе унӑн ҫумӗсем, районти депутатсен Канашӗн председателӗ, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, районти учрежденисен ертӳҫисем, вӗрентӳ организацийӗсен педагогӗсемпе воспитателӗсем, педагогика ӗҫӗн ветеранӗсем, ҫамрӑк специалистсем, ашшӗ-амӑшӗн комитечӗсен председателӗсем тата ытти чӗннӗ ҫынсем хутшӑннă. Мероприятин пысӑк хӑнисем - Максим Владимирович Ульчев — ПР пичет тата массӑллӑ информаци хатӗрӗсен агентствин ертӳҫи тата Лира Дмитриевна Хабибуллина - ПР Çутӗҫ министерствин хушма вӗрентӳпе воспитани пайӗн секторӗн заведующийӗ пулнă.
РФ тата ПР Патшалӑх Гимнӗсене итленĕ хыҫҫӑн курмалли залӑн пысӑк экранӗ ҫинчен пухӑннисем малтанах РФ çутӗҫ министрӗ Сергей Сергеевич Кравцов чӗнсе каланине итленĕ. Унтан ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа хӑнасене тата канашлӑва хутшӑнакансене уйрӑм предметсене тарӑн вӗрентекен Пишпÿлекри 3-мӗш вӑтам шкулта вӗренекенсем ӑшӑ саламсем парнеленĕ. Пуҫламӑш сӑмахпа, повесткӑна вуласа, пухӑннисене район администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе тата кадрсемпе ӗҫлекен ҫумӗ Алексей Александрович Данилов чӗнсе каланă. Приоритетлӑ тӗллевсемпе пӗрлехи уҫлӑх ҫинчен, пӗтӗмӗшле республикӑра вӗрентӳ тытӑмне аталантармалли механизмсем çинчен Максим Ульчевпа Лира Хабибуллина хӑнасем каласа панă. Иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнчи муниципаллӑ вӗрентӳ тытӑмӗн ӗҫ-хӗлӗн кӑтартӑвӗсемпе, малалла аталанмалли векторсене палӑртса район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов тухса калаҫнă. Вӗрентӳ тытӑмӗн ӗҫӗ пирки район администрацин вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Изольда Николаевна Родичкина та анлӑ доклад тунă.
Унтан вӗренӳ тытӑмӗнче тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн чи лайӑх ӗҫченсене ПР Çутӗҫ министерствин Хисеп хучӗсемпе тата Тав ҫырӑвӗсемпе чысламалли процедура пулнă. Суйласа илнӗ профессие парӑннӑшӑн район администрацийӗн пуҫлӑхӗ педагогика ӗҫӗн ветеранӗсене те тав туса ӑшӑ сӑмахсем каланă, çамрӑк специалистсене Артур Мухлисович лайӑх вӗренекенсене, педколлективсенче хӑвӑрт хӑнӑхса тухӑҫлӑ ӗҫлеме суннă. Вӑл район администрацийӗн Тав ҫырӑвӗсемпе, 2024-2025 вӗренӳ ҫулӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх районти чи лайӑх вӗренӳ учрежденийӗсене смотр-конкурсне пӗтӗмлетсе дипломсемпе тата куҫса ҫӳрекен кубоксемпе палӑртнă. Педагогика ӗҫченӗсен августри канашлӑвӗ-2025 ПР тата РФ Гимнӗсен чаплӑ сассипе вӗҫленнӗ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов