Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн «Затейники» вӑтам ушкӑнӗнче «Ҫӑкӑр - пурин те пуçĕ» тематика занятийӗ иртнӗ. Заняти кӗтмен самантран - ҫӑкӑр пирки тупмалли юмах тупсӑмне тупнинчен пуҫланнă. Ачасем тупсӑмне тупсан поднос ҫинче хура-шурӑ ҫӑкӑр курӑннă, ӑна ачасем хаваспах тутанса пӑхнă. Ҫӑкӑр ҫинчен калакан ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшсене те ҫаплах аса илнĕ. «Пирӗн пата ҫӑкӑр ăҫтан килнӗ?» калаҫу ирттернĕ. Ирттернӗ калаҫу вӑхӑтӗнче ачасем ҫӑкӑр ҫынсемшӗн мӗн тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине, тӗрлӗ профессиллĕ çын мӗн тери нумай тӑрӑшнипе сӗтел ҫине тутлӑ шӑршӑллӑ, ҫемҫе ҫӑкӑр пулассине пӗлнĕ.
Ӳкерчӗксемпе сӑнӳкерчӗксене пӑхнӑ май ачасем çăкăрăнуйран пуҫласа сӗтел таран вӑрӑм çулӗ ҫинчен пĕлĕвĕ ҫуралнă. «Ҫӑкӑр» пӳрне вӑййине вылянă. Заняти вӗҫӗнче ачасем ҫӑкӑр ҫинчен сӑрламалли страницӑсене сӑрланă. Заняти ачасемшӗн кӑсӑк та пӗлӳллӗ пулнă - ачасем ҫӑкӑр сӗтел ҫинчи чи пӗлтерӗшлӗ апат пулнине, ӑна типтерлӗ пӑхмаллине ӑнланнă.
#деньзаднем
#УлыбкаБижбуляк
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.