Çутă çул
+28 °С
Облачно
Вĕрентÿ
3 Сентября 2025, 06:46

Ачасене парне

2025-2026 ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ тӗле Пишпÿлек районӗнчи вӗрентӳ пайӗн шкул автобусӗсен паркӗ ачасене вӗрентӳ учрежденийӗсене  илсе килмелли хӑтлӑ тата хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе тивӗҫтернӗ икӗ ҫӗнӗ транспорт хатӗрӗпе пуянланнă.

Ачасене парнеАчасене парне
Ачасене парне
 
2025-2026 ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ тӗле Пишпÿлек районӗнчи вӗрентӳ пайӗн шкул автобусӗсен паркӗ ачасене вӗрентӳ учрежденийӗсене  илсе килмелли хӑтлӑ тата хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе тивӗҫтернӗ икӗ ҫӗнӗ транспорт хатӗрӗпе пуянланнă. Ҫак кӑмӑллӑ хыпара районти икӗ вӑтам шкул директорӗсем район хаҫатне вулакансемпе пайланă, вӗсем  республикӑри вӗренӳ учрежденийӗсене автобуссен  уҫҫисене Уфара савӑнӑҫлӑ майпа панӑ ҫӗре хутшӑннă. Шкул автобусӗсем ҫине транспорт хатӗрӗсене шкул директорӗсене памалли церемонире хӑй пулнӑ, Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров уйрăм тимлӗх уйӑрать. Хальхи вӑхӑтри хӑтлӑхсемпе тивӗҫтернӗ ҫӗнӗ автобуссене пула вӗренекенсен шкула ҫитмелли кашни кунхи ҫулӗ самай хӑтлӑрах, хӑрушсӑртарах пулӗ.
— Пире «Газель» микроавтобус параҫҫӗ пулӗ тенӗччӗ, анчах та 31 лармалли вырӑнлă ПАЗ 423470-04 дизель двигателӗпе пысӑк та хӑтлӑ автобус илтӗмӗр, — тет Пишпÿлекри уйрӑм предметсене тарӑн вĕренекен 3-мӗш вӑтам шкул директорӗ  Владислав Иосифович Петров. — Ҫапла вара халӗ пирӗн шкул автобусӗсен паркӗ пилӗк единицӑран тӑрать, вӗсенчен икӗ автобус хӑйсен тивӗҫлӗ ресурсне ӗҫлесе пӗтернӗ ӗнтӗ. Ҫӗнӗ шкул автобусӗпе Илья Николаев ӗҫлӗ, унӑн водитель стажӗ вӑтӑр ҫул ытла (вӗсенчен пилӗк ҫул ытла шӑпах ҫакӑн пек шкул автобусӗсемпе). Эпир хамӑр вӗренекенсен ашшӗ-амӑшӗсенчен заявкӑсем йышӑнса ҫӗнӗ автобусӑн маршрут графикне палӑртатпӑр.
— Пире 13 пассажир турттарма хатӗрленӗ УАЗ ҫӗнӗ микроавтобус уйӑрчӗҫ,- тет Кăрканти вӑтам шкул директорӗ Римма Индусовна Ахметова. - Шкул балансӗ ҫинче халӗ икӗ автобус. Вӗсем шкул ҫулне ҫитмен тата шкул ӳсӗмӗнчи вӑтӑр ытла ачана Барш, Чулпан, Касымовка тата Кунаккăл ял тӑрӑхӗсенчен ача садне тата шкула илсе килӗҫ. Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров автобус уҫҫисемпе пӗрле 50 ҫул водитель стажӗллӗ (вӗсенчен 22 ҫулне вӑл шкул автобусӗн водителӗ пулса ӗҫлет) шкул водительне Миннезуфар Габдраупова вӑрах вӑхӑт пӗр кӑлтӑксӑр ӗҫленӗшӗн Тав хучĕ панă, малашне те республикӑри мӗнпур шкул водителӗшӗн ырӑ тӗслӗх пулса тӑма ырлӑх-сывлӑх суннă.
Владимир СМОЛОВ.
 
Сăнÿкерчĕкĕ: Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
 
Ачасене парне
Ачасене парне
Автор:Марина Иванова
Читайте нас