Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Вĕрентÿ
9 Сентябрӗн 2025, 06:36

«Каллиграфи марафонӗ»

Пӗтӗм тӗнчери хутлӑха сармалли кун, Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта илӗртӳллӗ мероприяти — «Каллиграфи марафонӗ» — ирттернӗ.

«Каллиграфи марафонӗ»«Каллиграфи марафонӗ»
«Каллиграфи марафонӗ»

Пӗтӗм тӗнчери хутлӑха сармалли кун, Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулти 3б класс класс ертӳҫи Л.Л. Степанова илӗртӳллӗ мероприяти — «Каллиграфи марафонӗ» — ирттернӗ.

Директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен советникӗ Э.М. Сулейманова Л.Л. Степановапа пӗрле ачасем валли илемлӗ те тирпейлӗ почерка йӗркелес тӗллевпе интереслӗ заданисем йӗркеленĕ.

Ҫамрӑк хутшӑнакансем кашни саспаллине тӑрӑшса çырса пысӑк хавхаланупа ӗҫе пикеннĕ. Ачасем заданисене питӗ лайӑх пурнӑҫланă, нумай ырӑ туйӑм илнĕ.

Тĕрĕс çырма пӗлни — пурнӑҫра ҫитӗнӳ тумалли уҫă! Кашни кун ҫӗнӗ пӗлӳпе ҫитӗнӳсем патне утӑм пултӑр!

#НавигаторыДетства
#Росдетцентр
#оДнеГрамотностиНД
#НавигаторыДетстваРБ

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/public21065258

 

 

«Каллиграфи марафонӗ»
«Каллиграфи марафонӗ»
«Каллиграфи марафонӗ»
«Каллиграфи марафонӗ»
«Каллиграфи марафонӗ»
Автор:Марина Иванова
Читайте нас