Çутă çул
-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
12 Сентябрӗн 2025, 11:06

Çыннӑн мӗншӗн хутла пӗлмелле?

Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн «Любознайки» аслӑ хутăш ушкӑнӗнче «Раз словечко, два словечко» пӗлӳ вӑййи иртнӗ.

Çыннӑн мӗншӗн хутла пӗлмелле?
Çыннӑн мӗншӗн хутла пӗлмелле?
Сентябрӗн 8-мӗшӗнче пӗтӗм ҫӗршыв Пӗтӗм тӗнчери хутла вӗренмелли куна паллӑ тӑвать.
Ҫак кун Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн «Любознайки» аслӑ хутăш ушкӑнӗнче «Раз словечко, два словечко» пӗлӳ вӑййи иртнӗ. Ачасем заданисене хастар пурнӑҫланӑ: уҫӑ тата хупӑ сасӑсене аса илнӗ, тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене пӗлнӗ, ваттисен сӑмахӗсене вуланӑ, аппликаци тунӑ, «Çыннӑн мӗншӗн хутла пӗлмелле?» темӑпа хӑйсен шухӑшĕсене каланă.
Юлашкинчен ачасем хӑйсен пӗлӳлӗхӗ ҫинчен нихӑҫан та манмалла мар, ӑна яланах ӳстермелле, правилӑсене вӗренмелле, кӗнеке вуламалла, ӑс-тӑна хӑнӑхтармалла, тимлӗхе аталантармалла тата тимлеме вӗренмелле тесе пӗтӗмлетӳ тунă.
Хутла пӗлни вӑл ҫыннӑн «сӑнӗ». Обществӑра хут пӗлекен ҫынсене яланах хаклаҫҫӗ. Хутла пӗлни вара - яланах модӑпа сумлӑ.
#деньзаднем
#УлыбкаБижбуляк
 
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.
 
 
Çыннӑн мӗншӗн хутла пӗлмелле?
Çыннӑн мӗншӗн хутла пӗлмелле?
Çыннӑн мӗншӗн хутла пӗлмелле?
Çыннӑн мӗншӗн хутла пӗлмелле?
Çыннӑн мӗншӗн хутла пӗлмелле?
Çыннӑн мӗншӗн хутла пӗлмелле?
Çыннӑн мӗншӗн хутла пӗлмелле?
Çыннӑн мӗншӗн хутла пӗлмелле?
Автор: Марина Иванова
Читайте нас