Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланни вӗрентекенсемпе вӗренекенсемшӗн кӑна мар, шкулта апат пӗҫерекенсемшӗн те пӗлтерӗшлӗ тапхӑр. Ачасене тӗрӗс апатлантарни вӗренӳ заведенийӗн питӗ кирлӗ енӗ-ҫке. Эпир Хушăлкари тата Усак- Кичури вӑтам шкулсенчи столовӑйсенче пулса куртӑмӑр.
Шкулти столовӑйсенче чи хӗрӳ те шавлӑ вӑхӑт иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш уроксем хыҫҫӑн ҫитет. Чи малтан кунта кӗҫӗн классенче вӗренекенсем васкаҫҫӗ, тепĕр урок хыççăн вӑтам классенче вӗренекенсем, малалла — аслӑ классенче вӗренекенсем. Шкулти столовӑйсенче ҫӑмӑллӑхлӑ апат-ҫимӗҫ ҫине уйрӑм тимлӗх уйӑраҫҫӗ: ӑна ОВЗ ачасем, СВОна хутшӑнакансен ҫемйисенчи, нумай ачаллӑ ҫемьесенчи ачасем илеҫҫӗ. Меню яланах тӗрлӗ енлӗ те шайлашуллӑ: пӗтӗмпех белоксем, ҫусем, углеводсем тӑрӑх шутласа кӑларнӑ. Сӑмахран, эпир пынӑ кун Хушăлкари вӑтам шкулта кӑнтӑрлахи апата чӑх катлечӗпе ҫӗрулми нимӗрӗ тата чĕрĕ купӑстапа кишӗр салачӗ пачĕç.
Хушăлка ялӗнчи вӑтам шкул столовӑйӗн аслӑ поварӗ Вероника Коновалова кунта иккӗмӗш ҫул ӗҫлет.
— Меню пирӗн вунӑ кунлӑх килет, стандартлӑ. Эпир менюна ҫирӗп пӑхӑнса, кашни грамне шутласа пӗҫеретпӗр, — каласа пачĕ повар. — Ачасем ҫуллахи каникул хыҫҫӑн шкул столовӑйне тунсӑхласа ҫитнĕ пулмалла, турилккесенче нимӗн те хӑвармаҫҫӗ. Паллах, пуринчен ытла вӗсем макарон, ҫӗрулми, катлет юратаҫҫӗ, сӗлӗ пӑттине вара питех юратмаҫҫӗ. Кӑҫал меню ҫӗнелнӗ, тӗрлӗ енлӗ: темӗн тӗрлӗ катлет — чӑх, пулӑ, ӗне ашӗнчен, яшка пур. «Добрый день» курттăм складӗнчен апат-ҫимӗҫ эрнере пӗр хут кÿреççĕ. Апат-ҫимӗҫ паха, упрамалли вӑхӑчӗ те, тути те питӗ лайӑх, пӗрре те ӳпкелешмелли ҫук. Пахча ҫимӗҫпе ытларах чухне шкул ҫумӗнчи участокра ҫитӗнтернипе усă куратпăр.
Вероника Анатольевна рецептура енӗпе тарӑн пӗлӳллĕ, санитари нормисемпе апат-ҫимӗҫ упрамалли правилӑсене ҫирӗп пӑхӑнать. Унӑн ӗҫтешӗ, Лия Валерьевна Николаева та яваплă ĕçчен. Вӗсем пӗрле пӗр шухӑшлӑ коллектив пулса тӑраҫҫӗ, кашни кун 84 вӗренекене вӗри апатпа тивӗҫтереҫҫӗ.
- Кӑнтӑрлахи апат вӑхӑчӗ пирӗн виҫҫӗмӗш урок хыҫҫӑн иртет, ҫав вӑхӑталла эпир шӑпах выҫса ҫитме ӗлкӗретпӗр. Мана шкулта пире мӗнле çитерни питӗ килӗшет, пуринчен ытла эпӗ катлет юрататӑп. Апат-ҫимӗҫ яланах вӗри те тутлă, — шухӑш-кӑмӑлĕпе паллаштарать вуннӑмӗш класра вӗренекен Александр.
Ачасен шухӑшне ашшӗ-амӑшӗ те ырлать. Амӑшӗсенчен пӗри, ашшӗ-амӑшӗн комитечӗн членӗ Наталья Ковальцова, шкулти поварсен ӗҫӗ ҫӑмӑл маррине палӑртать. Унӑн виҫӗ ачинчен пĕри вырӑнти шкулта вӗренет.
— Кӗҫӗн ывӑл апат-ҫимӗҫ енчен кӑштах тиркет манӑн, анчах шкул столовӑйӗнче хатӗрлекен апата питӗ кӑмӑллӑ çиет, — тет нумай ачаллӑ амăшĕ. — Ашшӗ-амӑшӗн комитечӗн членӗ пулнӑ май эпир апат-ҫимӗҫ блокӗн ӗҫне тӑтӑшах тӗрӗслесе тӑратпӑр: холодильниксене, упрамалли вӑхӑтне, маркировкӑна тӗрӗслетпӗр. Нимӗнле асӑрхаттару та пулман, пӗтӗмпе йӗркеллӗ.
Любовь Гордеева та ашшӗ-амӑшӗн комитетӗнче тӑрать, вӗсем уйӑхра пӗр хутчен менюпа, апат-ҫимӗҫ блокӗн лару-тӑрӑвӗпе паллашнине, сертификатсене тӗрӗсленине, апат-ҫимӗҫе тутанса пӑхнине каласа кӑтартрĕ.
— Ачасене юрасси — ҫӑмӑл мар ӗҫ, уйрӑмах йӗри-тавра сиенлӗ апат-ҫимӗҫ, фастфуд нумай чухне, — каласа парать шкулти апатланӑва йӗркелессишӗн яваплӑ Ираида Степанова. — Кухньӑра ӗҫлекен хӗрарӑмсемпе поварсенчен ача-пӑча организмӗсем май пур таран тутлӑ, ҫав вӑхӑтрах усӑллӑ апат-ҫимӗҫ илччӗр тесе пысӑк ӑсталӑх кирлӗ, пирӗн шкулти столовӑйри поварсен ку питӗ лайӑх пулса тухать.
Ираида Георгиевна ҫапла та пулать тет: хӑш-пӗр ачасем хӑйсем сахал çиеççĕ, хӑшӗ-пӗри яшка çиме юратмасть, анчах пӗтӗмӗшле илсен, ачасем шкул столовӑйӗнчи апат-ҫимӗҫ пахалӑхӗпе тата тутипе кӑмӑллӑ. Тӑваттӑмӗш урок хыҫҫӑн ачасем апата хушса пама та ыйтаҫҫӗ. Поварсем вара кӑмӑллӑ, мӗншӗн тесен нимӗнле каяш та юлмасть.
Район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов шкулти апатланӑва йӗркелес ыйтӑва яланах тӗрӗслесе тӑрать.
— Шкулсенче апатланăва йĕркеленине тӗрӗслесе, Пишпÿлекри тӗп шкулсем тӑрӑх тухрăм. Пӗтӗмӗшле илсен, кӑтартупа кӑмӑллӑ. Эпӗ кӑна мар, шкулта апатланакан ачасем те кӑмӑллӑ. Анчах поварсем каланӑ тăрăх, татса памалли чылай ыйту пур. Ытларах вӗсем сивӗтмелли оборудованипе электроплитасене улӑштарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусем, — палӑртать муниципалитет пуҫлӑхӗ.
Галина ВАРИКОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Галина Варикова.