Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
17 Сентябрӗн , 11:19

Пишпÿлекре шкулти пӗрремӗш лесничество 60 ҫул тултарнӑ ятпа семинар пулнă

Шкулти пӗрремӗш лесничество 60 ҫул тултарнӑ ятпа биологи, географи тата хими учителӗсен семинарӗ пулнă.

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта Пишпÿлек районӗнчи шкулсенчи педагог-предметниксем валли кӑсӑк вӗренӳ семинарӗ пулнă. Мероприяти теми ҫапларах янӑранӑ: «Шкул лесничествине йӗркелени шкул ачисене экологи воспитанийӗ памалли мел».

Мероприятие Пишпÿлек район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов тата Пушкӑртстан Республикин вӑрман хуҫалӑхӗн министрӗн ҫумӗ Альберт Закиров хутшӑннă. Семинара республикӑри ача-пӑча экологипе биологи центрӗн хушма пӗлӳ паракан патшалӑх бюджет учрежденийӗн директорӗ Екатерина Кошелева та килнĕ.

Семинар вӑхӑтӗнче уйрӑммӑн Пишпÿлек районӗнче шкулти вӑрман практикине йӗркелессин хӑйне евӗрлӗ опычӗ ҫине тимлӗх уйӑрнӑ. Пишпÿлек шкул лесничестви акӑ ӗнтӗ утмӑл ҫул вӗренекенсем хушшинче экологи хастарлӑхӗпе воспитани ӗҫӗн пысӑк кӑтартӑвӗсене ҫирӗппӗн кӑтартнине палӑртнӑ!

Семинара хутшӑнакансем шкулти вӑрман хуҫалӑхӗсен ӗҫӗн пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗрӗсене сӳтсе явнă, ҫамрӑксене экологи воспитанийӗ памалли методикӑсемпе ылмашӑннă тата ҫитӗнекен ӑрӑвӑн хастар граждан позицине йӗркелес ӗҫре шкулпа ҫут ҫанталӑка сыхлакан организацисем килӗштерсе ӗҫлесси пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнă. Семинар хунавсем лартнипе вӗҫленнĕ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/officialbiz?from=groups

Пишпÿлекре шкулти пӗрремӗш лесничество 60 ҫул тултарнӑ ятпа семинар пулнă
Пишпÿлекре шкулти пӗрремӗш лесничество 60 ҫул тултарнӑ ятпа семинар пулнă
Пишпÿлекре шкулти пӗрремӗш лесничество 60 ҫул тултарнӑ ятпа семинар пулнă
Пишпÿлекре шкулти пӗрремӗш лесничество 60 ҫул тултарнӑ ятпа семинар пулнă
Пишпÿлекре шкулти пӗрремӗш лесничество 60 ҫул тултарнӑ ятпа семинар пулнă
Пишпÿлекре шкулти пӗрремӗш лесничество 60 ҫул тултарнӑ ятпа семинар пулнă
Пишпÿлекре шкулти пӗрремӗш лесничество 60 ҫул тултарнӑ ятпа семинар пулнă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас