Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн «Кроха» ушкӑнри чи пӗчӗк воспитанниксен чӑн-чӑн мыскара пулнӑ! Вӗсем асамлӑ ҫут ҫанталӑк пулӑмӗпе - «Ҫулҫӑ тӑкӑннипе» - паллашнӑ.
Пӗчӗккисем савӑнса:
Ҫулҫӑсем мӗнле пулнипе паллашнă - пысӑккисем те, пӗчӗккисем те, саррисем те, хӗрлисем те, хӗрлĕ саррисем те.
Ҫулҫăсене хаваслӑ ҫӳлелле ывӑта-ывӑта, вӗсем мӗнле ҫаврӑннине сӑнаса, хӑйсен ҫулҫă тӑкăннине тунă.
Ҫакӑн пек хаваслӑ вӑйӑ урлӑ воспитательсем ачасене таврари тӗнчепе паллаштараҫҫӗ кӑна мар, калаҫӑва та хастар аталантараҫҫӗ: сӑмахсен шутне пуянлатса (ҫулҫӑ, ӳкет, ҫаврӑнать, илемлӗ) ҫӗнӗ сӑмахсене итлеме, калама вӗрентеҫҫӗ.
Питӗ лайӑх, хаваслӑ, туйӑмлӑ пулнă!
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.